Николай Ишентейĕн «Чи лайăх салам. Самый лучший привет» кĕнеки пичетленчĕ
22 марта 2025
Николай Ишентей çыравçăн ятне вулакансем лайăх пĕлеççĕ. Чăваш ача-пăча литературин аталанăвне вăл хывнă тӳпе вышкайсăр пысăк. Николай Петрович – тухăçлă ĕçлекен авторсенчен пĕри. Поэт, прозаик тата куçаруçă çанă тавăрсах сăвă-калав шăрçалать, вĕсене пичетлесех тăрать. Пĕлтĕр кăна Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Чĕвĕлпи. Щебетунья» сăвă пуххийĕ тухнăччĕ – кĕске вăхăтрах саланса та пĕтрĕ.
Нумаях пулмасть Николай Ишентейĕн черетлĕ кĕнеки – «Чи лайăх салам. Самый лучший привет» – кун çути курчĕ. Ăна кĕçĕн çулхи ачасем валли икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ. Чăваш çыравçин юмахĕсене вырăсла Дмитрий Суслин куçарнă, калавне – Ольга Васильева. Ӳнерçи – Екатерина Васильева, редакторĕ – Ольга Иванова. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Хайлавсем калăпăшĕпе пысăках мар, анчах шухăшĕпе тарăн, сюжечĕпе интереслĕ. Вĕсен чĕлхи сăнарлă. Геройсем вулакансене ырă ĕç тума хавхалантараççĕ. Асамлă сăмахсен пĕлтерĕшне вара ĕçчен те тăрăшуллă, туслăха хаклакан ачасем кăна тупаяççĕ.
«Чи лайăх салам» юмах каппайчăк мулкачпа паллаштарать. Хĕвеле ăшшăн пăхнишĕн тав туса салам яракан пайтах. Кĕске хӳре вара хăйĕн ыр сунăмĕ пуринчен те лайăххи тесе шухăшлать, çакна ĕнентерме хăйне евĕрлĕ мел тупать... «Йĕкел» хайлав пурнăç хевти ăçта упраннине уçса парать.
«Кун-çул парни – туслăхра» юмахри Анчав кушакпа Анçырт йытă пĕррехинче юр çинче илемлĕ кĕрĕк асăрхаççĕ. Чаплă тумтире юлташсенчен кашниех хăйне валли илесшĕн. Хайхи чĕрчунсем тавлашсах каяççĕ. Кĕрĕкĕн хуçи пач кĕтмен çĕртен тупăнать... «Ĕçчен Мумукпа Сивĕ Мучи» хайлава вуласа хресченĕн тавçăрулăхĕнчен тĕлĕнетпĕр. Мумук ятлă çын ĕçрен хăраман, анчах шартлама сивĕре кăмака çинчен анман. Вутти, шывĕ, апачĕ пĕтсе çитсен ирĕксĕрех килтен тухма тивнĕ. Тулĕк Сивĕ Мучи хăвăртах каялла хăваласа кĕртнĕ ăна. Выçă вилеймĕн-çке, мĕн тумалла? Майне шыраса тупнă маттур хресчен.
«Çĕнтерӳçĕсем» калавра хулара пурăнакан Петюкпа ун ялти аслашшĕн хутшăнăвĕ тĕпре. Арçын ача аслăшшĕ пек хастар, çаврăнăçуллă пуласшăн. Çавăнпах лашапа çӳреме вĕренес тĕллевпе спорт клубне çырăнать. Ырă пуçарусенче ачана ашшĕ хавхалантарса пырать. Ăрусен çыхăнăвне аван кăтартса панă автор.
Николай Ишентейĕн хайлавĕсене вырăсла та ăста куçарнă. Çавна май вĕсемпе чăвашла пĕлмен вулакансем те паллашма пултараççĕ. Кĕнеке вулакансен кăмăлне каясса шанатпăр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Галерея