«Нарспи» поэма икĕ чĕлхепе кун çути курчĕ
26 июня 2025
«Нарспи» поэма чăваш литературин классикĕн Константин Ивановăн чи паллă хайлавĕсенчен пĕри шутланать. Тĕпре – Нарспипе Сетнерĕн телейсĕр юратăвĕ. Çамрăк поэт ăна 17 çулта çырнă. Поэмăри сюжет çивĕчлĕхĕ, сăнарлăхĕ кирек хăш ÿсĕмри вулакана та тыткăнлать.
Произведени пирвайхи хут 1908 çулта кун çути курнă, унтанпа ăна нумай хут пичетленĕ, тĕрлĕ чĕлхене куçарнă.
Чăваш кĕнеке издательствинче çак кунсенче «Нарспи» поэма икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – кун çути курчĕ. Вырăсла Петĕр Хусанкай чăваш халăх поэчĕ куçарнă. Кăларăм хуплашкине Александр Федоров çамрăк художник хатĕрленĕ, кĕнекене Наталия Орлова илемлетнĕ.