Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Литература пикникĕ – ырă йăла

18 июня 2025

Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубне ҫӳрекенсем ҫулталӑк тӑршшӗпех чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене вуласа сӳтсе яваҫҫӗ.

2023 ҫултанпа вара çĕртме уйăхĕнче варкӑшҫӑсем литература пикникӗ ирттереҫҫӗ. Ку ырӑ йӑларан кӑҫал та пӑрӑнмарӗҫ вӗсем – ҫанталӑк ҫиллӗ те сулхӑн пулнине пӑхмасӑрах вулавăш картишĕнче пуҫтарӑнчӗҫ. «Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕсем тӑрӑшнипе ешӗл лапам чӑн-чӑн уяв шилӗкне ҫаврӑнчӗ тесен те юрать. Сĕтел кукăль-икерчĕпе, пылак çимĕçпе, улма-çырлапа тулли. Хӑнисем савӑк кӑмӑллӑ.
Елчӗк тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ Ирӗк Килтӗш ӳнерҫӗ улахран юлас мар тесе ирхи виҫҫӗрех тӑрса тухнӑ ялтан. Гитарине те хӑйӗнчен хӑварман. Ҫапла, Валерий Алексеевич картинӑсем ӳкернисӗр пуҫне сӑвӑ-юрӑ хайлать, хӑй кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарать. Пикникра шӑпах вӗсене гитара каласа янраттарччӗ. Тунсӑхли те, ура хуҫса ташлаттараканни те пулчӗ. Хаваслӑ юрӑ илтсен сак ҫинче тӳссе ларайӑн-и вара, йӑкӑлт сиксе тӑрӑн та ухӑнӑн та авӑнӑн, тӑррӑс-тӑррӑс сиккелӗн.
Пилӗк тӗрлӗ музыка инструментне алла илнӗ Светлана Асамат чӑваш халӑх сӑвӑҫи «Кай, кай Ивана...» юрӑ ҫеммине сӗрме купӑспа каларӗ, Сиктӗрмене халалланӑ сӑввине вуларӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров тӑван ялне – Çĕрпӳ районĕнчи Хурамал Туçана – халалланӑ сӑввипе паллаштарчӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов Гаврил Луҫӑн (Гаврил Спиридонович Лосев) поэмине вуланӑ чухне пурте тарӑн шухӑша путрӗҫ. Тип пусӑ тӗпӗнче тупнӑ партсигарти ҫыру нумай ҫул хӑрушӑ вӑрттӑнлӑх упранӑ-мӗн. Пусса анса кайнӑ моряк ҫӑлӑнас тесе нумай кӑшкӑрнӑ, хӑй тӗллӗн самай тапаҫланнӑ. Пӗр старик сасса илтсе пырсан мӗн тери хӗпӗртенӗ вӑл, ҫартан тӑван ялне чипер-сывӑ таврӑнма ӗмӗтленнӗскер! Анчах инкекрен хӑтӑлайман моряк. Ватӑ ҫын пулӑшу парас вырӑнне ӑна пӑрахса хӑварнӑ. Ҫитменнине, кутамккине те вӑрланӑ. Мӗн тери пысӑк тискерлӗх те путсӗрлӗх!..
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе музыка пӗлӗвӗн факультечӗн преподавателӗ Юлия Дмитриева сӑвӑпа кӗвӗ мӗнле ҫыхӑннине, юрӑра тӗрӗс пусӑм лартма пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлине ӑнлантарса пачӗ, тӗслӗхсем илсе кӑтартрӗ.
Зоя Сывлӑмпи, Галина Кӗмӗл, Нина Пӑрчӑкан поэтсем хӑйсен сӑввисене вуларӗҫ. Ҫамрӑксем те вӗсенчен юлмарӗҫ. Данил Медведевпа Мальвина Петровӑн сӑнарлӑ, метафорӑсемпе пуян сӑввисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ. Ольга Австрийская «Ҫӗнелӳ», «Чун сиплевӗ», «Паллаттӑм эп пӗр вӗҫкӗн поэта...» хайлавӗсемпе паллаштарчӗ. Лариса Петрова юлашки вӑхӑтра куҫару ӗҫне ытларах тимлӗх уйӑрнине пӗлтерчӗ, ҫавна май вырӑс авторӗсен – Борис Ломакинăн, Елена Ткаченкăн, Екатерина Громовăн – сӑввисене чӑвашла вуларӗ. «Чӑваш кӗнеки» центрӑн хӗрӗсем те тӗлӗнтерме пултарчӗҫ: Ольга Тимофеевӑн, Татьяна Семеновӑн, Антонина Андреевӑн хайлавӗсене юратсах итлерӗҫ варкӑшҫӑсем. Библиотекарьсем пушӑ вӑхӑтра сӑвӑ шӑрҫаланине хальччен чылайӑшӗ пӗлмен-ҫке. Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн ҫумӗ Ольга Федорова Петр Чичкановӑн «Ылтӑн каҫ ыталарӗ яла...» сӑввипе тыткӑнларӗ.
Пикникра, паллах, варкӑшҫӑсем тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сӑйланчӗҫ, чей ӗҫсе ӑшӑнчӗҫ. Уяв вӗҫӗнче вара вӑйӑ картине тӑрса ҫаврӑнчӗҫ. Утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче литература клубӗ каникулта пулӗ. Авӑн уйӑхӗнче ҫӗнӗ сезон уҫӑлӗ.

Ольга ИВАНОВА
Автор сăнÿкерчĕкĕсем


Галерея

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10