Литература музейĕнче поэзипе ӳнер уявĕ иртрĕ
04 марта 2026
Урамра кĕртсем купаланса выртаççĕ, кунсерен юр вĕçтерет пулин те çуркунне çывхарса пыни çав-çавах туйăнать. Тӳпе сенкер тĕспе тăтăшрах илемленет, хушăран хĕвел куç хĕссе пăхать, çулсем çинче сĕлкĕш пăтранать, çуртсем тăрринчен вара тумла пăрĕ юхать.
Çутçанталăк чĕрĕлсе пынă вăхăтра К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче çурхи тĕлпулусем ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери çыравçă кунĕнче, поэтсемпе прозаиксем, ӳнерçĕсемпе юрăçсем хăтлă залра музыкăпа поэзи уявне пуçтарăнчĕç. Вĕсем Александр Николаевăн «Тушь, калем, хут» куравне уçнă çĕре хутшăнчĕç. Мероприятие музей заведующийĕ Ирина Оленкина ертсе пычĕ. Çак кун Эвтерпа /Авалхи Греци мифологийĕнчи лирика музи/ тусĕсем кăна мар, калавçăсемпе сăрă ăстисем те хăпартланса сăвă вуларĕç.
Александр Николаев ӳнерçĕ хăй ĕçĕсене Китай тушĕпе калăпланă. Портретсем, пейзажсем, юмах сюжечĕсем илемĕпе тӳрех тыткăнлаççĕ. Вĕсене васкамасăр, тимлĕ сăнамалла. Ӳкерме те ятарлă кăмăл-туйăм – сатори – пулмалла-мĕн. Пĕр картинăна ӳкерме тăватă сехете яхăн кирлĕ А. Николаева. Юхăма кĕрсе кайса пĕрре ларсах вĕçлемесен каялла таврăнма хĕн иккен. Ĕçе малалла тăссан та шухăш вĕçсе тарнипе пĕтĕмлетӳ чылай чухне тивĕçтермест. Курава хатĕрленнĕ хушăра вăтăр-хĕрĕх ĕçе вуçех пăрахăçланă художник. Сăмах май, тушь наборне вăл Китайран илсе килнĕ. Унпа ĕçлени ăна канăçлăх кӳрет, шухăшсене йĕркене кĕртме пулăшать. Ку техникăра хура тата хĕрлĕ тĕссем тĕпре.
Александр Николаева ĕçĕсене куракансем умне кăларма Наталия Селезнева сăвăç хавхалантарнă. Ӳкерчĕксене чи малтанах социаллă тетелте кăларнă, кайран Чăваш Наци библиотекинче курав йĕркеленĕ. Халĕ акă вĕсемпе Литература музейĕнче паллашма пулать. Ун хыççăн картинăсем Çĕнĕ Шупашкара çул тытĕç.
Илемлĕ пикесем е кĕпер çинчи çын-и, шыв сикки е Фудзи тăвĕ-и, йывăç ушкăнĕ-и е кӳлĕ хĕрринчи тăрна-и – кашнинчех темĕнле тасалăх, асамлăх, поэзи пурри туйăнать. Ахальтен мар пулĕ чылай картини тăрăх Александр Владимирович хайкку çырнă. Вăл ӳнерçĕ кăна мар, поэт та, композитор та. Уявра блюз жанрĕпе хăй çырса кĕвĕленĕ юррисене гитара каласа шăрантарчĕ.
Çурхи тĕлпулăва Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне те халалларĕç. Çавна май арçын çыравçăсем – Сергей Павлов чăваш халăх писателĕ, Арсений Тарасов, Василий Кервен, Анатолий Хмыт, Олег Кульев – хĕрсемпе хĕрарăмсене илемлĕ сăвăсем вуласа пачĕç, ăшă сăмахсем каларĕç. Пикесем те парăмра юлмарĕç: Раиса Сарпи чăваш халăх поэчĕ, Светлана Гордеева, Лидия Филиппова, Зоя Сывлăмпи, Нина Пăрчăкан, Галина Кĕмĕл, Раиса Воробьева, Улькка Эльмен, Наталия Селезнева, Ольга Васильева, Лариса Петрова, Ольга Австрийская «картинăсен ытамĕнче» сăвăсем вуларĕç. Кукамай, анне, çуркунне, юрату, çемье çинчен чылай хайлав янăрарĕ. Гражданла лирика тĕслĕхĕ те пулчĕ. Роза Степанова-Кĕлчечек юрри /сăввипе кĕвви Николай Карлинăн/ пурин чунне те тыткăнларĕ.
Уяв вĕçĕнче Литература музейĕн тусĕсем Китай чейĕпе сăйланчĕç. Унпа пухăннисене Александр Николаев ӳнерçĕ хăналарĕ.
Ольга ИВАНОВА
Автор сăнӳкерчĕкĕсем
Галерея