Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Левтина Марьен «Виçĕ Хĕвел. Три Солнышка» кĕнеки пичетленчĕ

28 июля 2025

Левтина Марье /Нестерова Алевтина Никитична/ çыравçă – нумай пьесăпа инсценировка тата чылай кĕнеке авторĕ, А. Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ. Вăл 2001 çултанпа Чăваш писателĕсен союзĕнче тăрать. Ачасем валли çырнă хайлавĕсем «Вăрман шкулĕ», «Çыран чĕкеçĕ», «Шустрый ангелочек» кĕнекесене, «Чăваш литературин антологийĕ. Ача-пăча валли çырнă хайлавсем», «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная» коллективлă сборниксене кĕнĕ. Вулакансем çавăн пекех унăн «Пурçăн кӳлĕ вăрттăнлăхĕ», «Венчете санпа тăрасчĕ...», «Цыганская кровь» кĕнекисене те хапăлласа йышăнаççĕ.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче çыравçăн черетлĕ кăларăмĕ – «Виçĕ Хĕвел. Три Солнышка» – кун çути курчĕ. Кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕскерне сăвăсем, пьеса-юмахпа пьеса-халап кĕнĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Екатерина Васильева. Тиражĕ – 1000 экземпляр.

Сăвăсем пĕчĕк вулакансене ырă чунлă, тимлĕ, мал ĕмĕтлĕ пулма вĕрентеççĕ. Автор ачасен пурнăçне тĕрлĕ енчен çутатать. «Паян аннен çуралнă кунĕ» тата «Чи лайăх асанне» хайлавсенчи лирика харкамçи çывăх çыннисене уявпа саламлать. «Куктĕрринче» ачапча вăйă урлă пĕр-пĕрне пулăшма, ăнланма, йышăнма вĕренет. «Андриян пек ман пуласчĕ» сăвăри лирика геройĕ космосра пулса курма ĕмĕтленет. Тепĕр хайлаври харкамçăн тĕллевĕ урăхларах:

Генерал пулма ĕмĕтленетĕп,

Çавăнпа вĕренĕп тăрăшса.

Çĕнтермешкĕн эпĕ вăй илетĕп

Пур çĕрте те харсăр тупăшса! –

тет вăл. Шкул саккинченех пуласлăх çинчен шухăшлакан, хăйне мĕн кирлине пĕлекен, палăртнине пурнăçлас тесен мĕн тумаллине чухлакан ача теме пулать ăна.

«Юманай», «Шапа» сăвăсенчи сăнарсем чĕрчунсем пулсан та сăмахĕ çынсем çинченех пырать. Кунта ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи хутшăнусене тимлĕх уйăрнă, çемье кашнин пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине кăтартса панă.

«Çемье телейĕ» пилĕк пайлă пьеса-юмахра та кил-йыш теми тĕпре. Якур вăрман хуралçинче тăрăшать. Арăмĕ Мархва тата виçĕ ачи – Арçук, Тунюк, Ванюк – пулăшнипе вăл уçланкăра капăр çурт çĕклесе лартать. Уява чĕрчунсем те пуçтарăнаççĕ. Утаман упа, Элис тилĕ тата Куянкка мулкач пушă алăпа мар, парнесемпех çитеççĕ. Шел, савăнса нумаях пурăнаймасть çемье. Çĕршыва тăшман тапăнни çинчен сас-хура сарăлать. Якур вăрçа тухса каять. Килте юлнисен вара кĕтесси, Çĕнтерӳшĕн çине тăрса ĕçлесси çеç юлать. Анчах кунта та пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ…

«Виçĕ Хĕвел» икĕ пайлă, пилĕк курăнуллă пьеса-халап никĕсĕнче – чăваш халапĕ. «Тахçан ĕлĕк-авал, Чăваш çĕрĕ аталаннă вăхăтра, Хĕвел çемйинче виçĕ ывăл çут тĕнчене килнĕ пулнă. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен тавралăха ăшă кӳме вĕренсе пынă. Ӳссе çитсен, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлсан, хайхисем пĕтĕм ĕçе хăйсем çине илнĕ: Асли хĕвел тухнипе аннишĕн, Вăталăххи – çутçанталăкшăн, Кĕçĕнни вара – пахча çимĕç тухăçĕшĕн явап тытнă. Кунĕн-çĕрĕн вĕсем пĕрле çĕре ăшăтса тăнă. Вăл вăхăтра ялан пĕр пек ăшă тăнă – çуркунне те, кĕркунне те, хĕл те пулман…» Анчах çак йĕркепе килĕшмен çынсем тупăннă. Тăмсай ятлă çĕрме пуянпа Тухатмăш карчăк виçĕ Хĕвеле тĕп тума шут тытаççĕ. Хăйсем тĕллĕн ку тискер ĕçе тăваяс çук. Çын аллипе кăвар туртма хăнăхнăскерсем усал Сунарçа пулăшма ыйтаççĕ. Хĕвелсемсĕр çĕр çинче мĕн пурнăçĕ пултăр? Сăтăрçăсене чаракансем тупăнĕç-ши? Малалла мĕн пулнине пĕлес тесен пьеса-халапа вуламалла.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ


Галерея

Левтина Марье Левтина Марье-Виçĕ хĕвел Три солнышка 70х100 формат-images-12 Три солнышка 70х100 формат-images-25 Три солнышка 70х100 формат-images-38 Три солнышка 70х100 формат-images-68 Три солнышка 70х100 формат-images-77 Три солнышка 70х100 формат-images-88