Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Кушаксем çинчен вулама юратакансем валли – çĕнĕ кĕнеке

31 июля 2025

Чăваш литературин çÿпçинче кушаксем çинчен çырнă хайлав чылай. Вĕсен йышĕнче – Николай Шелепин «Кушакпа Автан. Кот и Петух», Аркадий Казановăн «Çăмас», Улькка Эльменĕн «Кушак», Ева Лисинăн «Çапкаланчăк. Бомжик», Ирина Трифоновăн «Тăлăх» кĕнекисем. Мăрмăрсене халалланă произведенисем «Пирĕшти патне янă çыру», «Куçукпа Хураçка. Потеряшка», «Манăн туссем. Мои друзья» коллективлă сборниксенче те пур. Тĕрĕссипе, вĕсем çинчен шăрçаламан поэт-прозаик сайра пуль.

Кушаксем çинчен вулама юратакан ачасем валли çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Римма Прокопьевăн «Пĕчĕкки» ятлă кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Ӳнерçи – Татьяна Бурдина, редакторĕ – Ольга Иванова. Тиражĕ – 1000 экземпляр.

Калăпăшĕпе кĕнеке пысăках та мар. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ пек, ăна алла тытатăн та – илемлĕх тĕнчине пуçĕпех путатăн. Улттăмĕш класра вĕренекен Сентти ашшĕ-амăшĕпе, Телей ятлă пиччĕшĕпе тата Салампи аппăшĕпе хулара пурăнать, тăтăшах яла çÿрет. Туслă çемьене кĕтмен çĕртен Пĕчĕкки иленет. Шăпах çапла ят параççĕ килтисем Телей тупса килнĕ кушак çурине. «Пĕчĕкки вăл – кушак çури, питĕ хитрескер тата лайăхскер. Эпир ăна пурте юрататпăр. Ăмăртмалла тенĕ пек: кам тутлăрах çитерет, кам ытларах ачашлать… Вăл пирĕн çемьене килсе кĕни те питĕ тĕлĕнмелле пулса тухрĕ…» – тенĕ повеçре.

Малалла мĕн пулнине пĕлес тесен вара хайлава тишкермелле. Сентти пĕтĕмпех йĕркипе каласа парĕ. Калу ун ятĕнчен пырать-çке. Сисĕмлĕ вулакан тĕп сăнарпа пĕрле пăшăрханмасăр тÿсеймĕ паллах. Чи пĕлтерĕшли – ырра шанмалла, ытлашшипех кулянса ÿкмелле мар. Сенттин амăшĕ шăп çакна вĕрентет.

Вулакансене авторпа та çывăхрах паллаштарар. Римма Поликарповна Прокопьева (Гурьянова) 1967 çулхи чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Ваçликасси ялĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан чăваш литератури кафедринче ĕçлеме юлнă. 1990–1992 çулсенче Чĕмпĕр облаçĕнчи Синкĕл педучилищинче чăваш чĕлхипе ача-пăча литературине вĕрентнĕ. Ун хыççăн «Хыпар» хаçатăн наци политикипе культура пайĕн корреспонденчĕ пулнă, «Тантăш» хаçатра, «Самант», «Халăх шкулĕ» журналсенче вăй хунă.

Римма Прокопьевăн сăввисем «Хатĕр пул» («Çилçунат») журналта, «Аван-и?», «Хыпар» хаçатсенче, «Çÿл тÿпере çич çăлтăр» сборникра (1996), «Чăваш литературин антологийĕнче» (Поэзи) пичетленнĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Пĕртен-пĕр юр пĕрчи» (2015), «Сар хĕвел хĕрелсен» (2018) кăларăмĕсем кун çути курнă. Ку кĕнекесен алçырăвĕсем ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсĕсенче çĕнтернĕ (2014, 2017).

Римма Поликарповнăна çырма тĕлĕнӳ хавхалантарать. «Вăл чĕрене ыраттарать та-ха, алла ручка тытма хистет. Эп çырни чи малтанах хамшăн интереслĕ пулмалла. Тĕлĕнӳ çук пулсан эп ларса çырмастăп та», – тет çыравçă-журналист. Литература уншăн – сăмаха ĕмĕрлĕхе куçарни.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ


Галерея

1 2 3 4 5 Римма Прокопьева Римма Прокопьева-Пĕчĕкки