Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Студентсен кунне паллă турĕç, çыравçăсене эпир аса илÿ ытамне путма сĕнтĕмĕр.

27 января 2026

Ольга АВСТРИЙСКАЯ,
çыравçă:
– 2007 çулта Вăрнар районĕнчи Пăртасри вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрăм та И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче ăс пухма пуçларăм. Малтанхи тапхăрта тăван килшĕн питĕ тунсăхлаттăм. Юрать-ха, шăллăм юнашарччĕ, эпир унпа тăван патĕнче пурăнаттăмăр. Эрнекун çитессе пурпĕр хытă кĕтеттĕм, вара яла тухса вĕçтереттĕм. Вырсарникун, эх, каялла таврăнас килместчĕ!
Виççĕмĕш курс тĕлне хула пурнăçне майĕпен хăнăхса çитрĕм пулас. Елена Петровна (Елен Нарпи прозаик) ертсе пыракан «Литература ĕçĕ» дисциплина питĕ килĕшетчĕ. Преподаватель пире çырас ăсталăха туллин вĕрентме тăрăшатчĕ, теорие практикăпа çыхăнтарса пыратчĕ. Çавна май эпир кашни занятие тенĕ пекех мĕн те пулин (сăвă, калав, статья...) çырса кайнă. Кун кĕнеки тытса пыма, фотоаппарат туянма (çыракана яланах кирлĕ япала) вăлах сĕннĕ пире.
Синтаксис кăткăсрах пекчĕ, фонетикăна юрататтăм. Чылай правило манăçа тухнă пуль, анчах пĕр преподаватель çырма хушнă эссе ячĕ халĕ те асрах: «Сан тутусен тути халь кам тути çинче?» Мĕн шăрçалама пултарнă-ши эпĕ, ĕнерхи шкул ачи, ку темăпа? Мĕн чĕрмеленине астумастăп, анчах тем çырса панăччĕ.
Тепĕр преподаватель ĕçсене йăлт вăхăтра пурнăçланăшăн, лекцисене лайăх çырса пынăшăн экзаменра автоматпах «5» лартса парăп тесе шантарнăччĕ консультацире. Эп, ун пеккине ĕненме хăнăхманскер, мĕнпур ыйтăва тишкерсе хатĕрлентĕм. Юрать, çăмăллăха шанман, мĕншĕн тесен экзаменра хайхи преподаватель кашни ыйтăва тĕплĕн хуравлаттарчĕ, кайран тин зачеткăна «пиллĕк» лартса пачĕ. Ахăртнех, тĕрĕслеме шухăшланă.
Риторикăпа Екатерина Романовна Афанасьева доцент халăх умне тухса хăюллăн та ирĕклĕн калаçма вĕрентетчĕ, Галина Геннадьевна Ильина доцентпа фольклор вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчеттĕмĕр. Олег Иванович Печников доцент пире анра-сухрасене пăрахма, яваплă пулма хистетчĕ. Андрей Львович Филиппов доцент диалектологипе вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене тĕпчесе, ватă çынна калаçтарса пĕр тетрадь текст çырса тултарма хушнăччĕ. Эпĕ кукамая калаçтарнăччĕ, хайхи Елена Петровна туянма хушнă цифровикпа усă курса видео та ÿкерсе илнĕччĕ. Кайран çывăх çыннăм мĕн юптарса панине тетраде куçарса шăрçаланă. Юрать, çавăн пек ĕç хушнă пире ун чухне! 2009 çулта кукамай çĕре кĕчĕ, видео вара паянхи кун та упранать. Унта юратнă çыннăм хăйĕн çамрăклăхĕ, пурнăçĕ çинчен каласа парать. Питĕ хаклă материал ку маншăн!
Мĕн тери пур енлĕн ăс панă пире, теме те вĕрентнĕ! Тавтапуç хисеплĕ преподавательсене!

 


Галерея

Ольга Австрийская Ольга Австрийская2 - копия