Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Студентсен кунне паллă турĕç, çыравçăсене эпир аса илÿ ытамне путма сĕнтĕмĕр.

27 января 2026

Лариса ПЕТРОВА,
çыравçă, куçаруçă, журналист:
– Студент вăхăчĕ чăннипех те хаваслă пулнине çулсем иртсен лайăхрах туйса илетĕн пулас. Каялла çаврăнса пăхсан лайăхрах курăнать-çке. Вĕреннĕ вăхăтра темĕн те пулнă. Валентин Абрамов преподавательпе, сăмахран, Анне палăкĕ умĕнче зачет пулнăччĕ. Константин Иванов палăкĕ умĕнчи митинга хутшăннăшăнах зачет илĕпĕр тесе шаннăччĕ эпир. Мероприяти вĕçленсен вара Валентин Александрович пире пухрĕ те: «Халĕ зачет тытма кайăпăр. Анне палăкĕ умне», – терĕ. Курăк çине вырнаçса лартăмăр та авалхи вырăс литературипе çыхăннă ыйтусене хуравларăмăр.
Тата тепĕр самант аса килет. Вĕренекенсем занятисенчен тарма юратаççĕ вĕт-ха. Пĕррехинче эпĕ те чутах тараттăм. Анчах иккĕлене-иккĕлене тата темиçе студентпа пĕрле ни тарса ĕлкĕреймерĕмĕр, ни сĕтел хушшинче пулмарăмăр.
Акăлчан чĕлхин преподавателĕ аудиторире никам та çуккине курсан тарăхсах кайнă, пире шырама тухнă. Коридорта эпир йăпшăнса çÿретпĕр. Пире курсан ятларĕ те ятларĕ. Пÿлĕме кĕрсе вырнаçса лартăмăр. Преподаватель çаплах лăпланаймасть.
– Лариса, эсĕ те пулин мĕншĕн тарас терĕн-ха? – пăхрĕ хайхи ман çине. Ку ыйту пуласса туйсах тăнăран эпĕ мĕн каламаллине шухăшласа хунăччĕ ĕнтĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕччĕ çав кун.
– Шÿт кунĕпе сире, – терĕм асăрханса, хăра-хăрах йăл кулма хăтлантăм.
– А-а, Шÿт кунĕ-çке паян! Эсир çапла шÿтлес терĕр-и? Мĕншĕн тÿрех каламарăр? Эпĕ кунта ятлаçатăп-ха тата… – терĕ те преподаватель кулса ячĕ.
Тинех хаш сывларăмăр. Заняти йĕркеллех иртрĕ вара.

 


Галерея

z_4f422b62 y_cf567cd0 Лариса Петрова (2) - копия z_5da68bf7