Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Студентсен кунне паллă турĕç, çыравçăсене эпир аса илÿ ытамне путма сĕнтĕмĕр.
27 января 2026
Нина ЦАРЫГИНА,
çыравçă, журналист:
– Çуллахи кун. Сесси вăхăчĕ. Çанталăк шăрăх. Ирхине такам кулнипе вăрантăм. Хĕвел чÿречерен шартса пăхать, куçа йĕркеллĕ уçма çук. «И-хи-хик!» – ихĕлтетрĕç каллех. Манпа пĕр пÿлĕмре пурăнакан Надя иккен! Хайхискер пĕрре холодильник патне, тепре уçă чÿрече патне кула-кула чупать. Аллинче – çăпала. «Мĕн хăтланатăн, ара?» – кăсăклансах кайрăм эпĕ. «Т-с-с!» – пÿрнине тути патне тытса асăрхаттарчĕ Надя. Унтан морозильникран пăр кăларчĕ те çăпалана хурса кантăк патне васкарĕ. Эпĕ те унран юлмарăм.
Унччен те пулмарĕ, тусăм пăра уçă чÿречерен пат! ывăтрĕ. Хăй çав самантрах лăш! пĕшкĕнсе ларчĕ. Эпĕ вара, айванкки, чÿречерен пуçа кăларса аялалла пăхрăм. Ара, пăр такамăн пуçĕ çине ÿкмен-ши тетĕп. Ку шăрăх кун вăл тăваттăмĕш хутран çĕр çине çитичченех ирĕлĕ, тупата!
Надя пĕр качча шар кăтартнă-кăтартнах, анчах лешĕ, чÿрече айĕнче пуçне каçăртса тăраканскер, тусăм вырăнне мана асăрхарĕ. Каçару ыйтма, эпир кун пек хăтланма пултарайманнине ĕнентерме тиврĕ.
Сăмах çине сăмах… Тепĕртакран паллашрăмăр та. Вăл мана Атăл хĕрринче уçăлса çÿреме чĕнчĕ… Анчах ку саççим урăх истори…
Галерея