Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Студентсен кунне паллă турĕç, çыравçăсене эпир аса илÿ ытамне путма сĕнтĕмĕр.
27 января 2026
Ольга ВАСИЛЬЕВА,
çыравçă:
– Манăн студент çулĕсем икĕ ĕмĕр тĕл пулнă вăхăта – 1990-мĕш çулсен вĕçне – ХХ ĕмĕр пуçламăшне – лекрĕç. Эпĕ чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче ăс пухаканскер, вĕренме питĕ юратнине астăватăп. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вулавăш çурчĕ калама çук пысăк та пуянччĕ, вĕренÿ хыççăн е шăматкун унта кайса лараттăмччĕ, общежитире ятарлă вĕренÿ пÿлĕмне çÿреттĕм. Унта чухне шухăш вĕренÿ, интереслĕ материал çинчен çеçчĕ, хырăм выççи те аптратмастчĕ.
Хырăм выççи вăл пурнăçра чи пысăк нуша пулĕ. Общежитире пÿлĕме хăпарнă чухне пĕлтерÿсем хушшинче: «Выçă халăх! Апата çисе ятăр пулсан кастрюле тавăрса парăр!» – тесе çырнисене кулса вуласа иртеттĕм.
Пĕрре çапла апат пĕçерсе пĕтернĕччĕ, тем ĕçленĕ ĕнтĕ, астумастăп, анчах вĕри кастрюле кухньăран тÿрех тухса илеймерĕм. Кĕçех кухньăна тухрăм та... ман апата кастрюлĕ качкиех илсе кайнă. Çапла выçă хырăмпах çывăрма выртрăм. Пуш кастрюле никам та тавăрса памарĕ.
Тата яланах çак ÿкерчĕк аса килет. Практика занятийĕсене пит хатĕрленсех каймастăмччĕ, уйрăмах – аслă курссенче. Унта вара тăтăшах килти ĕç ыйтатчĕç. Эпĕ 11-мĕш ушкăнра вĕреннĕ, эпир, тăватă хĕр, Васильева хушаматлăччĕ: Алина, Ирина тата икĕ Оля (Леонидовна (эпĕ ĕнтĕ) тата Юрьевна). Преподаватель журнал тăрăх килти ĕçе ыйтма хатĕрленет, пурте тетрадьсене тăрăннă, пуç çĕклеми вулаççĕ.
– Хуравлама кам тухать? – ыйтать вĕрентекен. Аудиторире шăп. – Тухас текенсем çук-и? Апла пулсан хам кăларатăп.
Чĕре сиксе тухасла тапать, çапах пĕтĕмпех вуласа тухма ĕлкĕрессе шанатăп.
– Хуравлама... Васильева тухать.
Ку хушамата илтсен чĕре ура тупанне анса хăпарать, кăкăртан сиксе тухас пек тапать.
– Хăшĕ? – харăсах ыйтаççĕ хĕрсем.
– Эсир темиçе Васильева-им? – тĕлĕнет вĕрентекен.
– Аха, – пĕр саслăн каллех илтĕнет хурав.
– Эппин, хуравлама Васильева О. тухать.
Ун чухне журналта ятсемпе ашшĕ ячĕсене саспаллипе çеç палăртатчĕç, туллин çырмастчĕç. Куна илтсен тата хăвăртрах вулама пуçлатăп.
– Хăшĕ? – каллех ыйтаççĕ хĕрсем пĕр саслăн.
– Мĕн, вĕсем те иккĕн-и? – аптрасах ÿкет преподаватель.
– Аха.
– Эппин, хуравлама тухать...тухать... Васильева... О... Ю.!
Ух, паян ăнăçрĕ, мана доска умне кăлармарĕç. Манпа пĕр ятлă тантăшăм вара васкамасăр килти ĕçе хуравлама тухать.
Çак пĕчĕк кăна диалог вăхăтĕнче иртнĕ лекцире мĕн вуланине кăна мар, çур çул çырса пынине те пăхса тухма ĕлкĕреттĕм.
Пĕр ушкăнра пĕр хушаматлисем темиçен пулни пулăштчĕ çав, иккĕн пĕр ятлă пулни – пушшех те.
Галерея