Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре Студентсен кунне паллă турĕç, çыравçăсене эпир аса илÿ ытамне путма сĕнтĕмĕр.
27 января 2026
Ольга РУБЦОВА,
çыравçă:
– Виççĕмĕш курса куçсан кĕркунне пире çывăхри района ял хуçалăх практикине илсе кайрĕç. Малтанласа ах каяс килместчĕ ман унта, анчах халь, темиçе теçетке çул иртсен, çав икĕ эрне чи кăсăклă та телейлĕ асаилÿ пулса тăнине ăнланатăп. Пирĕн ушкăнрисем пурте вăхăта ман пекех ăшă кулăпа аса илеççĕ, унсăрăн кашни тĕл пулмассерен çĕрулми ани çинче ĕçлени патне çаврăнса çитмĕччĕ калаçу.
Пире, общежитире пĕр пÿлĕмре пурăнакан тăватă хĕре, пĕр пĕчĕк ачаллă çамрăк çемье килне хваттере вырнаçтарчĕ кил хуçи арăмĕ, пирĕн валли уйрăм пÿлĕм те уйăрса пачĕ – залти Швеци стенки хыçĕнче икĕ пысăк краватьпе тивĕçтерчĕ. Япаласене çакма хыçлă пукан та кунтах, тата мĕн кирлĕ?
Ĕçе тÿрех хăнăхрăмăр – юн вĕресе тăракан вунтăхăр-çирĕм çулти çамрăксемшĕн витрене çĕрулми пуçтарса трактор хыççăн чупасси мĕн вăл? Шăм-шака хускатса ăшăтмалăх çеç. Кулса, тĕрткелешсе те шавласа ĕçлерĕмĕр хирте.
Апатне столовăйĕнче çитереççĕ – кăнтăрла çеç эпĕ ытти чух хăнăхнă пĕр кунхи «нормăна» паратчĕç пуль. Малтанласа çисе яраймастăмăр, пĕрер эрнерен вара хушма апат кайса илме пуçларăмăр. Питсем çавракаланса пычĕç, Алиса тусăмăн джинс шăлаварĕ кĕми пулчĕ. Чăннипе, ташă каçне кайма вăл ăна темле асамлă майпа тăхăннă-ха, анчах киле таврăнсан ниепле те хываймарĕ, виççĕн тан сĕтĕртĕмĕр вара ун нушаллă джинсине. Алисăна шăлавар тыткăнĕнчен аранах туртса кăлартăмăр.
Анчах эп калас тени мар-ха ку. Чи кулăшли – юлашки ĕç кунĕ хыççăн эпир ял халăхне концерт кăтартни. Килнĕренпе çак куна хатĕрленсе репетицисем тунă тесе ан шутлăр: паян эпир клубри «çăлтăрсем» пулмаллине çав юлашки кун пĕлтĕмĕр пулас, кăнтăр тĕлнелле, çĕрулми анине тап-таса пуçтарса пĕтерсен. Эпир хăраса ÿкрĕмĕр тесе шухăшласан та йăнăшатăр. Ĕмĕрĕпех артистра çÿренĕ çынсем пекех ним пулман пек клуб алăкне уçса кĕтĕмĕр те – пуçланчĕ пирĕн тĕп репетици! Сехет ытла тăрăшрăмăр. Пĕрне-пĕри пÿлсе, кăшкăрса, ахăлтатса кулса икĕ-виçĕ ташă лартрăмăр, виçĕ-тăватă сценка кам шухăшласа, кам аса илсе хатĕрлерĕмĕр, унтан мĕн тăхăнмаллине, мĕн илсе килмеллине калаçса татăлтăмăр та килелле пысăк ĕç тунă пек мăнаçлăн суллантăмăр.
Каçхине клуб тулли халăх пухăнчĕ. Вĕсене курсан чĕрере кăшт тем йăшăлтатса илчĕ-ха. «Ну юрĕ-çке, укçалла мар вĕт», – терĕмĕр те хатĕрленме пуçларăмăр. Концерта вăхăтрах пуçларăмăр, мĕн ара, чаплă артистсем мар вĕт кĕттерсе ларма. Пуçланчĕ вара ахăрсамана! Репетицие эпир мар, урăх студентсем ирттернĕ тейĕн. Пач расна сăмахсем, пач урăх хусканусем... Юрать, журналистика факультетĕнче вĕренетпĕр, вăтанса та аванмарланса тăрасси пире валли мар, сцена çинчех шухăшласа кăларатпăр. Акă пирĕн, хĕрсен, карчăксен ташши ташлама тухмалла, пурте кил хуçи арăмĕсенчен килти халатсем ыйтса килнĕ, пуçсенче – чечеклĕ тутăрсем, урасенче – калушсемпе çăм нускисем.
Ташă кĕвви пуçлансан эпир пĕр хăрамасăр сцена çине таплаттартăмăр, аптрамастпăр-ха, çак ташша çеç питĕ лайăх хатĕрлентĕмĕр пулас репетицире. Манăн, чи хыçалта пыракан айвантарах карчăк рольне ташлаканăн, пушшех хăрамалла мар: пурте пĕр еннелле кайнă чухне – тепĕр еннелле тапăлтатмалла, юлашкинчен вара урайнех йăванмалла. Куна ухмах та пултарать! Çуррине яхăн пирĕн ташă аванах пычĕ, ак пурте çурăмпа çаврăнса чаршав еннелле утатпăр, халь манăн пĕр еннелле ташласа каймалла, ыттисем залалла утаççĕ. Хам хусканусене тусан çаврăнса пăхрăм та... çăвар карăлсах кайрĕ! Кунта тÿрĕ лини мар, пирĕн ташă карти пасарти халăх пек сапаланса кайнă! Кашнийĕ хăй ташшине çапать: пĕри сикет, иккĕшĕ алран ал тытса çаврăнаççĕ, виççĕмĕшсем ман пекех пуçĕсене хыçса ним тума пĕлмесĕр тăраççĕ. «Пĕтрĕм, халь кунта мĕнле ташламалла?!» – зал еннелле пуçа йăтма хăяймасăр хăяккăн пăхса илтĕм эпĕ. Унтан çак кĕшĕлтетекен «карчăксем» хушшине кĕрсе кайрăм та хам та ал-урана саркаласа кăшкăра-кăшкăра ташлама пикентĕм. Кĕвĕ пĕтеспе пĕр линие пуçтарăнмаллине аса илтĕмĕр пулас, салтаксем пекех шăкăрин тăрса кирлĕ хусканусене туса илтĕмĕр, эпĕ вара калаçса татăлнă пекех савăнăçлăн сывласа ярса урайне персе антăм: хитре ÿкме тăрăшрăм, куракансем сцена çине хатĕрленмесĕрех тухнă тесе ан шутлаччăр.
Пирĕн хыççăн каччăсем хăйсен сценкине лартма тухрĕç. Пултаруллăскерсем пăшалпа тĕллесе тăракана та калаçтарса хăтăлса юлĕç, вĕсем пирки пач та хумханмастпăр. Ыттисене курса эп те чаршава кăшт сирсе хайхискерсем çине пăхса тăтăм. Лараççĕ урайĕнче, алран алла хĕвелçаврăнăш тĕшшине параççĕ, кулаççĕ, шав тем çинчен калаçаççĕ хăйсем – уйăрса илме çук, сцена хыçĕнче чарăнми шăв-шав тăрать-çке. Çавăнпа эпĕ вĕсен тумĕсене сăнама пикентĕм. Пăх-ха, çакăн пек тумтире ăçтан тупса пĕтернĕ кусем: çăмлă жилетли те пур, салтак шăлаварĕпе моряк майки тăхăнни те, иккĕшĕ ĕлĕкхи пальтопа, пĕри плащпа – манăнни тĕслех хайхи... Пастай-ха, ман плащ-çке вăл! Чутах сцена çине сирпĕнсе тухмарăм эпĕ, тарăхса кайнăскер. Хуçлатса-варласа ан пĕтерччĕр тесе юриех çынран уйрăм, пĕр тĕттĕм кĕтесе çакса хăварнăччĕ. Славик ăçтан шыраса тупнă-ха ăна/! Эпĕ унпа урайне мар, пукан çине те ларса курман-ха, хуçлатса пĕтересрен шикленеттĕм. Вăл пур, тусанлă урайĕнче канлĕн саркаланса ларать, хушăран хăяккăн йăвана-йăвана чавсаланса та илет. Ах, тулашрăм-çке!
Вĕсен сценки вĕçленессе аран кĕтсе илтĕм. Вара тÿрех Слава çине сиксе ÿкрĕм. Лешне мĕн, эп мăкăртатнине итлемерĕ те вăл, ман урлă Ваньăпа тепĕр сценка лартасси пирки хĕрсех сÿтсе яврĕç.
Халь пирĕн ушкăнри виçĕ ăста студентка рэп ташшине халăха кăтартма тухса вĕçрĕç, ай хитре авкаланаççĕ-çке хăйсем, кунашкал хуçкаланма ăçтан вĕреннĕ тульккăш?! Куракансем те хапăлласах алă çупаççĕ. Сасартăк никама каламасăр-систермесĕр пирĕн Якур таçти чаршав хыçĕнчен вĕçтерсе тухрĕ те хĕрсем хушшине тăрса хуçкаланма пуçларĕ, ташлакансем ун çине ун-кун пăхкалаççĕ, пичĕсемпе, куçĕсемпе палăртса ăна кĕрсе кайма ыйтаççĕ пулас. Анчах Якур пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр пăрахан йышши мар, тата хытăрах ташлама пуçларĕ, юрать, хĕрсем хушшинчен тухса кайса айккинерех тăрса саркаланчĕ. Кăсăклă пулса тухрĕ вĕсен номерĕ, ăна-кăна халăх ăнланмарĕ те пулас.
Сценăна пĕртте пушă тăратмарăмăр. Пĕрин хыççăн тепри мĕнле те пулин номер аса илсе е шухăшласа кăларса халăха савăнтарма вĕçтерчĕ. Программăна тахçанах никам та пăхмасть, мĕн тума кирлĕ, ара, вăл пире, унсăрах пурне те пултаратпăр. Эпĕ те темиçе хутчен тухса саркалантăм. Сехет ытла кĕрлеттертĕмĕр клуба. Юлашкинчен пурте пĕрле тухса юрă юрларăмăр, сăмахĕсене çĕрулми ани çинчех шухăшласа тупнăччĕ. Куна пултаратпăр эпир, сасăсем те пурин те уçă, шăрантартăмăр çеç, халăх та пĕрле тăвăллăн алă çупса кăмăла çĕклерĕ. Пĕлместĕп, концерт начар пулчĕ тесе куçран никам та каламарĕ, помидорпа та пемерĕç. Аванах иртрĕ пуль, тăрăшрăмăр-çке.
Апла-и, капла-и, анчах çак концерт пекки пирĕнччен те, пирĕн хыççăн та курман çак ял халăхĕ. Урăхла пулма та пултараймасть.
Галерея