Иван Прокопьев-Чуралĕн «Пирĕн тгргхри пулгсем» кĕнеки кун зути курчĕ
30 июля 2025
Чăваш Республикинче шывсем чылай, вĕсенче тĕрлĕ пулă пурăнать. Мĕнлереххисем-ши? Тĕплĕнрех пĕлес тесен Иван Прокопьев-Чуралĕн çĕнĕ кĕнекине алла тытма васкăр. «Пирĕн тăрăхри пулăсем. Рыбы наших водоемов» ятлăскер нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Ăна икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ, вырăсла Светлана Гордеева поэт куçарнă, ӳнерçи – Наталия Орлова, редакторĕ – Ольга Федорова.
Кăларăмăн кашни страницинче – авторăн пирĕн тăрăхра тĕл пулакан пулăсемпе паллаштаракан тăватă йĕркеллĕ сăвви. Вĕсенче Иван Афанасьевич пуллăн хăйне евĕрлĕхне кăтартса панă:
Тарăн шыври пăхаттир
Ӳстерет укçа пек тир.
Хуппи хулăн, çаврака,
Савать çăра курăка, –
çапларах çырать вăл карп пирки. Юнашарах – сăввăн вырăсла куçарăвĕ.
Унсăр пуçне кашни пулă çинчен интереслĕ самантсем илсе панă: вăл е ку пулă Чăваш Республикинчи хăш шывра тĕл пулнине, вăтамран миçе çул пурăннине кĕскен каласа кăтартнă. Сăмахран, кĕркке пирки çакна вуласа пĕлме пулать: «Сăр çумĕнчи вăрман юханшывĕсенче тата Атăл леш енче юханшыв кĕркки тĕл пулать. Ăна Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Юханшыв кĕркки 7 çула яхăн, кӳлĕ кĕркки темиçе теçетке çул пурăнать».
Пулăсене лайăхрах астуса юлма кĕнекери илемлĕ ӳкерчĕксем пулăшĕç. Кăларăма пĕтĕмпе 31 пулă кĕнĕ, вĕсен ячĕсене чăвашла тата вырăсла илсе панă. Вулакансем амур, ăптă (язь), йăпăлтан (голец), карас (карась), карп, кăртăш (ерш), кĕмĕл пулă (корюшка), кĕркке (форель), кӳтеме (хариус), чалпăш (осетр), партас (голавль), симĕс пулă (елец), çăварли (ротан), çăрттан (щука), çĕкĕ (стерлядь), çĕлен пулă (вьюн), çуйăн (сом), çупах (лещ), уланкă (окунь), тачкапуç (толстолобик), хăрпан (густера), хĕрлĕ çунат (красноперка), хĕç пулă (чехонь), хура карас (линь), хура хырăм (подуст), чапак (плотва), шампа (налим), шăла (судак), юман пулă (жерех), шывçи (верхоплавка), ырашпăтри (пескарь) çинчен вуласа пĕлме пултарĕç.
Дарья МОРОЗОВА
Автор çинчен
Иван Чураль (Иван Афанасьевич Прокопьев) – çыравçă, журналист. Вăл 1949 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи Красноармейски районĕнчи Çĕньял Упи ялĕнче çурланă. Çĕньял Упири пуçламăш, Янкасри сакăр çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнчи вырăс тата чăваш уйрăмĕнчен, Горький хулинчи Партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Районти тĕрлĕ хаçатсенче – Патăрьел районĕн «Авангард» (1971–1974), Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» (1974–1981), республикăри «Коммунизм ялавĕ» (халĕ – «Хыпар») хаçатсенче, парти комиссийĕн председателĕнче, КПССăн Красноармейски райкомĕн пай пуçлăхĕнче (1985–1990), Красноармейскинчи издательство çурчĕн директорĕнче (1998–2007) тăрăшнă.
Литература ĕçне 1980-мĕш çулсенче, Патăрьел районĕн «Авангард» хаçатĕнче ĕçленĕ чухне, пуçăннă. «Пулăри ир» пĕрремĕш калавĕ Çĕрпӳ районĕн «Октябрь çулĕпе» хаçатĕнче кун çути курнă. Ун хыççăн Патăрьел районĕн хаçатĕнче кулăшла калавĕсем пичетленнĕ. И. Чуралĕн хайлавĕсем халĕ республикăри тата округсенчи хаçатсенче, «Тăван Атăл» журналта пичетленеççĕ. Чăваш Республикинчи типографисенче çыравçăн 16 кĕнеке пичетленнĕ. «Пирĕн тăрăхри пулăсем» – Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă пĕрремĕш кăларăмĕ. Унсăр пуçне çыравçă юрăсем те çырать.
Галерея