Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ирина Трифоновăн «Олеся панă çыру» повеçĕ кун çути курчĕ

13 января 2026

Пурнăç тĕрлĕ пăтăрмахпа, улшăнусемпе пуян. Малтанах кĕтменлĕхсем хăратаççĕ пек, çапах пурăна киле ырри те тупăнать иккен. Çакна Федор Гордеев пурнăçĕнчи лару-тăру уççăн кăтартса парать. Кам-ха вăл Федор Гордеев? Вăл – Ирина Трифоновăн «Письмо Олеси. Олеся панă çыру» ятлă çĕнĕ повеçĕнчи тĕп сăнар. Кăларăм нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Ăна икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ, вырăсларан чăвашла автор хăй куçарнă. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Ирина Калентьева.
«Олеся панă çыру» повесть вăтам классенче вĕренекенсен пурнăçĕпе паллаштарать. Хайлав Федор ятĕнчен пырать. Тĕп сăнарсем – Федор Гордеев, Юра Кузнецов тата Олеся Солнцева. Ĕç-пуç çапларах пуçланать. Пĕррехинче пурте каçхи апата пуçтарăнсан çемье пуçĕ хыпар пĕлтерет:
«– ...Мана пысăкрах дожноçа куçараççĕ. Çавăнпа пирĕн куçса кайма тивет...»
Паллах, Федьăн хăнăхнă вырăнтан ниçта та куçса каяс килмест. Кунта – шкул, тусĕсем пур, çурчĕ те самай хăтлă. Анчах аслисем ачасене итлесе тăраççĕ-ши? Çитменнине тата Иван Андреевич чылай çул çемьерен уйрăм пурăннă. Халĕ ак таврăннă та аслă ачине çирĕп тытма хăтланать.
Кĕçех Федя Хусанти лицейра вĕренме пуçлать. Саккăрмĕш класс ачисем тантăшне сиввĕнрех йышăнаççĕ. Пĕр хĕрача çеç ăна ăшă кулăпа кĕтсе илет: «...Ыттисенчен кăшт айккинерех сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă хĕрача тăнине асăрхарăм. Вăл ыттисем пек мар. Юмахри пике евĕр», – каласа парать Федор.
Кĕçех вĕсем туслашса каяççĕ, Олеся та (çапла чĕнеççĕ пикене) каччă çине ăшшăн пăхнă пек туйăнать. Анчах хĕре пĕрле вĕренекен Юра Кузнецов та куç хывнă иккен. Олеся малтанах унпа ăшшăн калаçнă, кинона та пĕрле кайса килнĕ – кĕтмен çĕртен хĕрача унран пăрăнарах çÿреме пуçланă.
Солнцевăпа туслă пулнă май Федя хĕр пурнăçĕ пирки ытларах пĕлсе пырать, чиркÿре Владимир аттепе паллашать. Унăн канашĕсем качча пурнăç çине урăхларах пăхма, ыттисене хисеплеме, йывăрлăхсене тÿссе ирттерме вĕрентеççĕ. Кĕтмен çĕртен Олеся икĕ каччă пурнăçĕнчен те çухалать. Хуларан каяс умĕн Федор урлă Юра валли çыру парса хăварать.
«– ...Юра маншăн юлташран та çывăхрах, – Олеся теттене тата та хытăрах пăчăртарĕ.
– Кам вăл саншăн? – пăлханнипе ăш та хытса ларчĕ».
Мĕнле хурав пачĕ-ши хĕр тантăшĕ Федьăна? Тата ачасен тепĕр хут тĕл пулма май килĕ-ши? Çак ыйтусен хуравĕсене вулакан повеçпе паллашсан тупĕ.
Кĕнекене шкулта вĕренекенсем валли тесе палăртнă, апла пулин те вăл аслă ÿсĕмри вулакансемшĕн те интереслĕ пулĕ, çемйипех сÿтсе явма та паха хайлав.

Автор çинчен
Ирина Федоровна Трифонова – çыравçă, куçаруçă, журналист, дизайнер. Вăл 1977 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ (1984–1994), унтан Хусанти патшалăх педагогика университечĕн вырăс филологи факультетĕнче (1994–1999), Раççейри халăхсем хушшинчи туризм академийĕнче (2000–2003), Хусанти патшалăх технологи университечĕ çумĕнчи Раççейпе Италин «Стиль» шкулĕнче тумтир дизайнерĕн специальноçĕпе (2009–2010) аслă пĕлÿ илнĕ.
2019 çултанпа «Сувар» хаçатăн (Хусан) тĕп редакторĕнче тăрăшать. И. Трифонова – общество деятелĕ, Чăваш наципе культура автономийĕн канашĕн вĕренÿ енĕпе председателĕн çумĕ (2016), Чăваш Республикинчи Професиллĕ писательсен союзĕн членĕ (2024). Унăн «Асра юлнă кунсем» (2003), «Тăлăх» (2021) кĕнекисем кун çути курнă. Çыравçă «Между Волгой и Уралом» литература конкурсĕнче «Чи вуланакан ача-пăча кĕнеки. Çулталăк авторĕ» (2004) номинацире çĕнтернĕ.

 Подробнее о книге...


Галерея

Обложка Письмо Олеси (1) Ирина Трифонова (1)