отдел продаж
Книжные новинки
Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Ир пулсан» телекăларăм хăни – Ольга Федорова редактор

09 октября 2025

Паян Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова «Ир пулсан» телекăларăм хăни пулчĕ. Передача Чăваш наци телекуравĕн эфирĕнче тухать.

Екатерина Ракчеева тата Дмитрий Вериялов калаçăва «Эсир вулама юрататăр-и?» тема тавра йĕркелерĕç: паянхи çамрăксем вулама юратаççĕ-и, кĕнеке туянаççĕ-и, вулаççĕ пулсан мĕнлисене ытларах кăмăллаççĕ?..
Ольга Леонидовна телекуравçăсене Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсен шутĕнче – Ольга Австрийскаян «Пĕррехинче кайăк-кĕшĕк картишĕнче...», Ангелина Павловскаян «Çутă ĕмĕт çунатлă», икĕ кĕнекерен тата карточка пуххинчен тăракан «Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте», Иван Прокопьев-Чуралĕн «Пирĕн тăрăхри пулăсем. Рыбы наших водоемов», Елена Николаевăн «Сирень сенкерĕ» т. ыт. те. Кĕнеке редакторĕн ĕçĕ çинчен те кĕскен каласа пачĕ.

 


Галерея

IMG_20251009_093315_039 qfUZ5S8R96UNeKBNHYRfi3BJRT51mzp0n6OgtqoV7lPMyujTjLUzWu R55jruQu9qo11fc-DVR4x26MdVENcrLB