Галина Енейкинăн «Вуникĕ уйăх. Двенадцать месяцев» кĕнеки кун çути курчĕ
20 мая 2025
Чăваш кĕнеке издательствинче Галина Енейкинăн кĕçĕн классенче вĕренекен ача-пăча валли «Вуникĕ уйăх. Двенадцать месяцев» сăвă пуххийĕ икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – пичетленсе тухрĕ. Ăна ÿкерсе илемлетекенĕ – Екатерина Васильева ÿнерçĕ. Галина Леонидовнăн хайлавĕсене вырăсла куçараканĕ – Нина Егорова, Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ. Редакторĕ – Надежда Вечеркина.
Автор вулакансене çулталăкăн вуникĕ уйăхĕпе паллаштарать. Кашни уйăхĕ – хăй пĕр тĕнче!
Çитрĕ хĕл илемлĕн
Кăчăр юрĕпе.
Шур пас тытрĕ меллĕн
Таврана ирпе.
(«Раштав уйăхĕ – декабрь».)
Çапла çырать автор раштав уйăхне сăнласа. Куç умне тÿрех шап-шурă пас айне пулнă чипер пике пек хурăн тухса тăрать. Паллах, кашниех тĕрлĕ ÿкерчĕк курĕ.
Авторăн кашни сăввине вуламассерен çут çанталăк пулăмĕсем «чĕрĕлеççĕ»: ывăнмасăр, ыр тĕллевлĕн пуш уйăхĕ тĕр тĕрлет е ăвăслăхра сар кăмпасем, хурăнлăхра шур кăмпасем хăйсене татма чĕнеççĕ т. ыт. те.
Сăвăсенче чăваш халăх йăли-йĕрки те, ача-пăча вăййи-кулли те, ял хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ те сăнарланнă. Вĕсем пире çут çанталăка упрама, унăн илемне курма-туйма вĕрентеççĕ. Кăларăм ачасене те, вĕсен ашшĕ-амăшне те килĕшессе шанас килет.
Надежда ВЕЧЕРКИНА
Галерея