Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Дмитрий Моисеевăн «Ют пахчари хăмла çырли» кĕнеки кăркăсла пичетленсе тухнă

22 мая 2025

Дмитрий Моисеевăн «Ют пахчари хăмла çырли» калав пуххийĕ 2022 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче тухнăччĕ. Унта вăтам классенче вĕренекенсем валли шăрçаланă хайлавсем кĕнĕччĕ. 2023 çулта вăл «Литературăллă Чăваш ен: çулталăк кĕнеки-2022» фестиваль-конкурсра «Ача-пăча валли çырнă чи лайăх кĕнеке» номинацире çĕнтерӳçĕ пулса тăнăччĕ. Нумаях пулмасть вара çамрăк çыравçăн «Ют пахчари хăмла çырли» кăларăмĕ Бишкекра кăркăсла кун çути курнă.
«Калавăмсене темиçе чĕлхене куçарса литература журналĕсенче кун çути кăтартнă-ха, анчах ку таранччен урăх чĕлхепе уйрăм кĕнеке тухманччĕ. Кăркăссем калама çук пысăк парне турĕç. Хайлавсене кăркăсла куçарнине пĕлнĕ эпĕ, çапах вĕсене кĕнекелесе кăларасси пирки шухăшлама та пултарайман», – тет Дмитрий Андреевич савăнăçлăн.
Куçаруçи – çыравçă, журналист, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, ачасене чĕлхесем вĕрентессипе, тивĕçлĕ воспитани парассипе çыхăннă ыйтусемпе 100 ытла наука ĕçĕ çырнă, 20 яхăн учебник хатĕрлесе кăларнă Кыялбек Акматов. Д. Моисеев хăйĕн произведенийĕсенче хускатнă темăсем Кăркăсстанри ачасемпе яш-кĕрĕмшĕн те пĕлтерĕшлĕ, çивĕч пулнине палăртнă вăл. Унăн çак кĕнекене шкулта вĕренекенсене кăна мар, аслисене те вулаттарас килет.

СĂНӲКЕРЧĔКСЕНЧЕ: кăркăсла тухнă кĕнеке хуплашки, Кыялбек Акматов куçаруçă, чăвашла тухнă кĕнеке хуплашки, Дмитрий Моисеев чăваш çыравçи.


Галерея

Дмитрий Моисеев-Ют пахчари хăмла çырли kok32APpbxI Дмитрий Моисеев (2) 2kTasvwqg-k