Корзина
(пусто)
(0 руб.)

День книгодарения-2025

14 февраля 2025

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли кун. Çак уяв тĕлне чăваш çыравçисем хăйсене парнеленĕ кĕнекесене аса илеççĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ, çыравçă, журналист:
– Эпĕ ачаранах анне парнеленĕ кĕнекесене вуласа ÿснĕ. Чылайăшĕ Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ. Вĕсем халĕ те упранаççĕ. Хыçалти хуплашкан шалти енче хамах «Иванова Оля» тесе палăртнă. Чи юратнисенчен пĕри – Андрей Никоновăн «Асанне юмахĕсем» кăларăмĕ. Пĕчĕк чухне кам юмах вулама юратман ĕнтĕ? Ку тата чăн чăвашла. «Качакапа упа» кĕнеке те çавăнпах килĕшнĕ пуль. Унта вара чăваш халăх юмахĕсем кĕнĕ, Виктор Бритвин ÿнерçĕн ÿкерчĕкĕсем питĕ тыткăнлатчĕç. Ку кăларăмри «Тăмана» юмаха эпĕ пĕрле вĕренекенсемпе класра спектакль лартма та суйласа илнĕччĕ. Михаил Пляцковскин «Галоша» кĕнекинчи ÿкерчĕксемпе киленме кăна мар, хăшне-пĕрне сăрлама та май пурччĕ, çавăнпа пахаччĕ вăл маншăн.

#Денькнигодарения #Даритекнигислюбовью #книгалучшийподарок #книги #Чувашскоекнижноеиздательство #книжныймир #миркниг #мирчтения

 


Галерея

Книги детства Ольги Австрийской (2) Книги детства Ольги Австрийской (1) Книги детства Ольги Австрийской (3) Ольга Австрийская