Корзина
(пусто)
(0 руб.)

День книгодарения-2025

15 февраля 2025

Чăваш çыравçисем хăйсене парнеленĕ кĕнекесене аса илеççĕ.

Альбина ЮРАТУ çыравçă, журналист:
– Хамăн пурнăçа кĕнекесĕр пачах курмастăп. Вулама вĕренсенех ялти библиотекăна çÿренине астăватăп. Çемйипех сĕтел хушшине ларса кĕнекесемпе паллашаттăмăр. Интереслисене çĕрĕ-çĕрĕпе те вуланă. Шкултан вĕренсе тухичченех ман алăра кĕнеке пулнă. Ялти тата шкулти библиотекăра вуламан пĕр хайлав та юлман пулĕ. Атте çакăншăн ялан мухтатчĕ. «Пионер сасси» республика хаçачĕ ирттерекен тĕрлĕ конкурса хутшăннă чухне те кĕнекесенчи информаципе усă курнă. Çавăншăнах библиотекарьсем мана кăмăллатчĕç, ялан мĕнле те пулин интереслĕ кăларăм хатĕрлесе хуратчĕç.
Чăваш, вырăс, ют çĕршыв çыравçисен хайлавĕсене танлаштараттăм. Чăвашăн хăйĕн философийĕ, вырăспа ют çĕршыв классикĕсен хăйсен шухăшлавĕ, тавра курăмĕ иккенне ун чухнех ăнкарнă.
Çыравçăсемпе ача чухнех паллашнă. Аппа, Раиса Сарпи чăваш халăх поэчĕ, тăван Патăрьел районне çыравçăсемпе пĕрле ачасемпе е вырăнти халăхпа тĕлпулăва килсен нихăçан та киле кĕмесĕр Шупашкара каймастчĕ. Унпа пĕрле çитнĕ паллă çыравçăсем те пирĕн пата хаваспах кĕретчĕç. Анне сĕтел çине юр-вар лартса хăналатчĕ. Пирĕн патра хăнара Герман Желтухин, Любовь Мартьянова, Петĕр Эревет тата ыттисем пулнă, хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ кĕнекисене автограф çырса парнелесе хăваратчĕç. Эпĕ калавсемпе сăвăсене савăнсах вулаттăм.
Университета вĕренме кĕрсен те хаçат-журнал редакцийĕсенчен тухман. Унта пырса çÿрекен çыравçăсемпе, уйрăмах Николай Теветкелпе час-часах тĕл пулса калаçнă. Чăваш кĕнеке издательствинче аппапа пĕр пÿлĕмре ĕçлекен редакторсем – Валем Ахун, Михаил Сениэль – манпа калаçатчĕç, хăйсен кĕнекисене пĕрре мар авторграф çырса парнеленĕ. Пÿлĕме ĕçпе час-часах Ухсай Яккăвĕ кĕрсе тухатчĕ.
Чылай çыравçăпа тĕл пулса калаçнăшăн паян кун та хĕпĕртетĕп. Калаври геройсем пирки çыравçăсемпе чуна уçса калаçаттăм. Илпек Микулайĕнчен «Хура çăкăр» повеçĕ пирки ыйтса пĕлнĕччĕ, тĕп сăнара «шыва сиктерсе вĕлернĕшĕн» хурланнине пĕлтернĕччĕ. «Мĕн тăвăн, кĕнекере чăн пурнăç саманчĕсем, вĕсемсĕр пурнăç чăнлăхне тĕрĕс те уçăмлăн çутатса параймастăн, вулакан сана ĕненмĕ», – пулчĕ хурав. Сарри Мишшипе пĕрле радиора кăларăм ертсе пынăччĕ. Унăн автограф çырса парнеленĕ кĕнекисем те ман килте упранаççĕ. Шел, чылай çыравçă ку тĕнчерен ĕмĕрлĕхех кайрĕ.
Пирĕн тăван килте, Нăрваш Шăхалĕнче, шкап çÿлĕкĕсем çинче çĕр-çĕр кĕнеке халĕ те упранать. Манăн хваттерте те çыравçăсем автографпа панă çĕр-çĕр кĕнеке пур. Аттен, Василий Велвокайăн, Раиса Сарпи аппан, Ольга Любимова хĕрĕмĕн, Галина аппа хĕрĕн Людмила Николаевăн, Любовь Мартьяновăн, Марина Карягинăн, Светлана Асаматăн, Юрий Сементерĕн, Зоя Сывлăмпин, Ольга Туркайăн, Юрий Спиридоновăн, Левтина Марьен, Галина Кĕмĕлĕн, Светлана Гордеевăн, Лидия Филипповăн, Ольга Австрийскаян, Ирина Кошкинăн, Дмитрий Моисеевăн, Валерий Раштавăн тата ытти авторсен кĕнекисене вăхăтран-вăхăт тепĕр хут алла тытатăп, вуласа киленетĕп. Вĕсенче – авторăн кун-çулĕ, чун илемĕ, сăнарлă шухăшсем, чĕрене вырнаçакан йĕркесем, асра юлакан юрату хăвачĕпе илĕртÿлĕхĕ...

 

#Денькнигодарения #Даритекнигислюбовью #книгалучшийподарок #книги #Чувашскоекнижноеиздательство #книжныймир #миркниг #мирчтения