Корзина
(пусто)
(0 руб.)

День книгодарения-2025

15 февраля 2025

Чăваш çыравçисем хăйсене парнеленĕ кĕнекесене аса илеççĕ.

Ирина КОШКИНА, çыравçă, журналист:
– Ача чухне мана ытларах анне кĕнеке парнелетчĕ. Чылайччĕ вĕсем. Юлашки вăхăтра пĕрне час-часах аса илетĕп. «Тайна золотой маски» ятлăччĕ вăл, авторĕ – Фиона Келлин америка çыравçи. Кĕнекене ачасем валли детектив жанрĕпе çырнă. Хайлав тÿрех тыткăна илет. Сюжет тăрăх, ачасем детектива çаврăнаççĕ, çуртсене çаратакана тупма пулăшаççĕ.
Кĕнекене темиçе хут та вуланăччĕ. Кайран ăна ялти библиотекăна парнелерĕм. Ытти ачасем те вулаччăр тенĕ пуль. Вăл çÿлĕк çинче тусанланса выртман, унпа пĕр вулакан та пулин паллашнах ĕнтĕ тесе шухăшлатăп та, чĕре савăнăçпа тулать.
Манăн ăна халĕ те тепĕр хут алла тытас, çак кĕнекепе пĕрле самантлăха та пулин ачалăха таврăнас килет.

 

#Денькнигодарения #Даритекнигислюбовью #книгалучшийподарок #книги #Чувашскоекнижноеиздательство #книжныймир #миркниг #мирчтения