День книгодарения-2025
15 февраля 2025
Чăваш çыравçисем хăйсене парнеленĕ кĕнекесене аса илеççĕ.Лариса ПЕТРОВА çыравçă, журналист:
– Кĕнекесем мана яланах питĕ кăсăклантарнă. Мĕн чухлĕ ăс-хакăл пуянлăхĕ вĕт-ха унта! Ас тăватăп-ха, ун чухне аслă классенче вĕренеттĕм, пÿртре тем тăваттăм. Сасартăк йытă вĕрсе ячĕ. Урама тухрăм. Унта вара пирĕнтен икĕ кил урлă пурăнакан шурă çÿçлĕ арçын тăрать. Ялта ăна Шăпчăк тесе чĕнетчĕç. Ĕлĕк ачасене пурăнччăр тесе кайăк ячĕсене панă-çке. Хайхискер кĕсйинчен типтерлĕ чĕркенĕ икĕ кĕнеке кăларчĕ – «Чăваш халăх сăмахлăхĕ».
– Кун пеккине халĕ ниçта та тупма çук. Килте ахаль вырттариччен сана парнелес терĕм – эсĕ чăваш литературипе кăсăкланатăн, кирлĕ пулĕ, – терĕ вăл.
– Уншăн мĕн парам-ши сире?» – ыйтрăм аванмарланса.
– Ним те. Кайран, хăвăн кĕнекÿ тухсан парнелĕн, – терĕ вăл.
Мĕн тери хĕпĕртерĕм çавăн чухне. Ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсене, каларăшсене, туй юррисене кĕске вăхăтрах шĕкĕлчесе тухрăм.
Кĕнекесем, чăнах та, питĕ усăллă пулчĕç, вĕсемпе усă курсах тăратăп.
Шăпчăк пиччене хамăн кĕнекене парнелес шухăш пуçран тухмарĕ-ха. Кайран, Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки хатĕрлесе кăларнă «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» литература сборникĕ пичетленсен, çав кĕнекене Шăпчăк пиччене парнелерĕм:
– Кунта манăн сăвăсем те пур, – терĕм.
#Денькнигодарения #Даритекнигислюбовью #книгалучшийподарок #книги #Чувашскоекнижноеиздательство #книжныймир #миркниг #мирчтения