Корзина
(пусто)
(0 руб.)

День книгодарения-2025

15 февраля 2025

Чăваш çыравçисем хăйсене парнеленĕ кĕнекесене аса илеççĕ.

Николай ИШЕНТЕЙ çыравçă:
– Хам ята кĕнекеллĕ пулнине тĕлĕкри пек астăватăп. Виç-тăватă çулсенче пулнă-ши ун чухне – картишĕнче пĕчченех выляса çÿреттĕм. Сасартăк кĕçĕн хапха алăкĕ уçăлчĕ те, сарă çÿçлĕ каччă кĕчĕ. Яка та тирпейлĕ тумланнă хăй.
– Акă чипер ача мана кĕтме тухнă, – терĕ вăл йăл-йăл кулкаласа.
Эпĕ палламан çынран ютшăнса çенĕк картлашки хыçне чăмасшăнччĕ, анчах унран ырă шăршă кĕнĕрен пытанма тăхтарăм. Шукăль каччă ман тĕле çитсен кукленчĕ те çепĕççĕн çупăларĕ.
– Ан хăра, эпĕ санăн кумаçу пулатăп. Çуркунне çитнĕ ятпа сан валли парне кĕпе тупăнчĕ, – терĕ аллинчи тĕркине салтса.
Сиссе те юлаймарăм – тем самантра манăн çире çĕнĕ кĕпе шукăльленет. Тăваткал куçлă урлă-тăрăх йăрăмлă. Пĕчĕк кĕсье те пур. Кÿ-ÿ! пырса кĕчĕ сăмсана кăтăклакан арча шăрши. Парне кÿрекен кунпа çеç çырлахмарĕ-ха.
– Тĕнче тăрăх çÿренĕ чухне ак çакăн пек тетте туяннăччĕ, – терĕ те мана çÿхе кĕнеке тыттарчĕ. Пăхма çыру тетрачĕ евĕрлĕ, ÿкерчĕкĕсем вара тĕрлĕ тĕслĕ, илемлĕ. Пăхса ытармалла мар.
Пирвайхи хут аллăма чăн-чăн кĕнеке тытнăран тĕнчере мĕн пуррине те маннă-тăр. Хаклă парнене уçкалама пикентĕм. Алăк шалтлатни илтĕнчĕ. Пăхатăп – шукăль каччă тухса та кайнă иккен. Эх, апăрша ачи, ырă çынна тав тума пĕлеймен.
Аттепе анне ĕçрен таврăнчĕç. Эпĕ парне ăшнех путнине курсан пĕрре тĕлĕнсе, тепре кăсăкланса хаклă япаласем ăçтан тупăннине тĕпчеме пуçларĕç. Пултарнă таран ăнлантаркаларăм.
– Хă, кÿршĕ Санькка инçетрен таврăннă иккен, – терĕ пĕри.
– Çапах та кумашшĕ тивĕçне манман-ха, – хушса хучĕ тепри.
– Кĕпи хитре, ай ваçка, ташша çапмалла савăнса. Кĕнеки пушшех паха – уçмассерен картинка, – савăнчĕç аслисем те манпа пĕрле.
Атте вара кĕнеке хуплашки çине пăхса илчĕ те çапларах каласа хучĕ:
– Ахăртнех, слон çинчен çырнă ку кĕнекере. Капашсăр пысăк çак чĕрчун, таçта инçетре пурăнаканскер çынсене тем тĕрлĕ ĕç туса та пулăшать тенине илтнĕччĕ. Ну, саспаллисемпе паллашсан вуласа пĕлĕн-ха инçетри çĕрсем çинчен те.
Тахçанччен кĕтмелле-и? Манăн унпа паянах паллашас килчĕ. Чи интересли кайран, тăван пиччесемпе аппасем шкултан таврăнсан, пуçланчĕ. Каçсерен аслисем урок тума, кĕнеке вулама шĕкĕрин лараканччĕ сĕтел тавралла. Мана, кĕçĕннине, шкула та çÿремест тесе унта вырăн тивĕçместчĕ.
Виçĕ-тăватă ачана пĕр сĕтел хушшинче хут вĕренме, паллах, тăвăртарах пулнă-тăр. Мĕн тăвăн, йышлă çемьен пĕр нуша – пĕр-пĕрне кÿрентермесĕр пурăнмалла.
Анчах хальхинче лару-тăру пачах улшăнчĕ. Эпĕ те йышпа пĕрле сĕтел хушшине хĕсĕнтĕм. Тивĕç пур – ман аллăмра та кĕнеке! Уçкалатăп. Тĕрĕсех калать атте – кĕнеки слон çинчен. Ĕçчен иккен ку чĕрчун. Çакна эпĕ унта çырнине вуламасăрах, ÿкерчĕксене пăхсах, ăнлантăм. Авă тĕреклĕ слон вăрăм сăмсипе пысăк пĕренене явса тытнă та çулпа утать. Хуçине пулăшать ĕнтĕ.
Тепĕр енне уçатăп. Ак япала! Пĕр ушкăн ача чупкалать çеç ун тавралла. Хăрамасăр çывăхах пыраççĕ. Тем кăшкăрашаççĕ хăйсем. Шăпăрлансем слонран мĕн ыйтнине кĕнекере çырнă пулĕ те, анчах эпĕ вулама пĕлейместĕп çав... Çапах шеллерĕм айвансене. Асăрханасчĕ. Ăнсăртран капан пысăкăш чĕрчун ури айне пулсан мĕн курасси пур? Эпĕ кунашкал инкеке тÿснĕ – пĕлетĕп. Пĕррехинче хăла ĕне манăн ура çинех пуснăччĕ, хăрах пÿрне качăрт! тунăччĕ. Юрать-ха, санталипеччĕ те, ура пÿрни вырăнтах. Ай-яй-яй! ыраттарнăччĕ. Санталие те шеллерĕм – йăлттам тĕсĕ çухалчĕ, хăрах çаклашки татăлнă.
Кĕнекене малалла уçкаларăм та, пăлханни тÿрех иртрĕ. Сăмах мĕн çинчен пынине тавăçрса илтĕм – ларса ярăнасшăн хĕвĕшеççĕ-çке вĕт-шакăр ачасем слон çывăхĕнче. Сисĕмлĕ чĕрчун çакна аванах ăнланнă иккен. Ачасене вăрăм сăмсипе çĕкле-çĕкле хăйĕн çине лартать. Черетпе пурте вырăн тупрĕç сарлака çурăмĕ çинче. Ну, катаччи ярăнчĕç те вара.
Кĕнеке, чăнах та, пĕлÿ çăлкуçĕ иккен. Вăл пулăшнипе инçетри çĕршывра пурăнакан ачасен пурнăçĕпе паллашма май тупрăм, капашсăр пысăк слон çинчен пĕлтĕм.
Çапла, кĕнекере асамлă хăват пытаннине хам курса ĕнентĕм. Алла кĕнеке тытсан эпĕ, пукан çÿллĕш ÿснĕ шăпăрлан, шкула çÿрекен пиччесемпе, аппасемпе танлашрăм. Ан чăрмантар тесе нихăшĕ те сĕтел хушшинчен хăваламарĕ мана. Ăçтан хăвалаччăр?! Парне кĕнеке пурне те килĕшрĕ-çке. Алăран алла çÿрерĕ. Унта мĕн çырнине вула-вула ăнлантарчĕç аслăраххисем. Мана та саспаллисемпе паллаштарса вулама хăнăхтарчĕç.
Кĕнеке авторĕпе ÿнерçи кам пулнине калаймастăп. Ача ăсĕпе – мĕне кирлĕ ку? Анчах тĕлĕнтермĕшĕ вара паян та асăмрах. Кĕнеке пире, тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене, пĕр чăмăра пĕрлештерчĕ. Çакăн евĕрлĕ кĕнекесемех манăн пурнăçа малашне те йĕркелесе пычĕç. Пĕрремĕш класа çÿреме пуçласанах эпĕ лайăх вĕренекенсен йышне кĕнĕччĕ. Вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче çакăншăн парне кĕнекене тивĕçрĕм – «Пулăçă упа», Хĕветĕр Уяр кĕнеки. 1957 çулта 20 страницăпа тухнăскер мана çĕнĕ тĕнче уçма пулăшрĕ. Нумай çул иртсен, темиçе кĕнеке авторĕ пулсан, çак парне кĕнеке тавра тепĕр хут шухăша ÿкрĕм. Унта çыравçă ăсталăхĕн паллисене, çырнă чухне вырăнлă сăмах шырассине, кулăшпа терт-нушана çырлахтарса сăнар калăплассине, хăвăнтан ху çирĕпрех ыйтассине – пурне те асăрхама пулать-иç. Ача ăсĕпе, ун-кун чĕркелемен тап-таса хут листи пек кăмăлпа çак кĕнекене вулани маншăн сиплĕ чун çимĕçĕ пулнă-тăр.

#Денькнигодарения #Даритекнигислюбовью #книгалучшийподарок #книги #Чувашскоекнижноеиздательство #книжныймир #миркниг #мирчтения