Корзина
(пусто)
(0 руб.)

День книгодарения-2025

13 февраля 2025

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли кун. Çак уяв тĕлне чăваш çыравçисем хăйсене парнеленĕ кĕнекесене аса илеççĕ.

Ольга ВАСИЛЬЕВА, çыравçă:
– Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне эпĕ шкулта Çĕнĕ çул уявне уйрăмах юрататтăмччĕ. Уявĕ, чăнах та, асамлă ĕнтĕ: Мăкăр ял шкулĕн пысăках мар акт залĕн варринче капăр чăрăш çуталса ларать, ун тавра юмахри сăнарсем пек тумланнă шкул ачисем юрлаççĕ, ташлаççĕ. Хĕл Мучипе Юр пике парнесем валеçеççĕ. Вĕсем канфетсем парса савăнтараççĕ пулсан шкул директорĕ лайăх вĕренекенсене пурин умĕнче те кĕнекесем парнелетчĕ. Пĕри уйрăмах асра юлчĕ.
Эпĕ ун чухне виççĕмĕш класра вĕренетĕп. Валентина Васильевна Симонова шкул директорĕ мана та ытти маттур ачасемпе пĕрле кĕнеке пачĕ. Малти страницинче «Награждается ученица 3 класса Ольга Васильева за отличную учебу и хорошее поведение» тесе çырнă. Валентна Васильевна вырăсчĕ, пирĕн класра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ, шкула Канаш хулинчен килетчĕ, çавăнпа ырă сунса çырни те вырăслаччĕ унăн. Аялта вара вăл алă пуснăччĕ.
Çав çул мана «Где ты был, заинка?» кĕнеке парнелерĕç. Унта мулкачпа çыхăннă вырăс халăх юмахĕсем, юррисем, тупмалли юмахсем тата ваттисен сăмахĕсен кĕнĕ. Кĕнеки мана питĕ килĕшнĕччĕ, эпĕ ăна темиçе хут та вуласа тухнă, халĕ те куç умĕнчех.
Çитĕнсе çитсен çав кĕнекене тепре уçса пăхрăм: вăл Чăваш кĕнеке издательствинче 1989 çулта тухнă, ăна Элли Юрьев чăваш халăх художникĕ илемлетнĕ. Ÿкерчĕкĕсем илемлĕ, хăйне евĕр, çавăнпа асра юлнă та пулĕ ку кăларăм.

#Денькнигодарения #Даритекнигислюбовью #книгалучшийподарок #книги #Чувашскоекнижноеиздательство #книжныймир #миркниг #мирчтения