День книгодарения-2025
13 февраля 2025
Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли кун. Çак уяв тĕлне чăваш çыравçисем хăйсене парнеленĕ кĕнекесене аса илеççĕ.Нина ЦАРЫГИНА, çыравçă, журналист:
– Парнеленĕ кĕнекесенчен чи асра юлни маншăн – «Король и шут. Старая книга». Ăна мана 2020 çулта çуралнă кун ячĕпе тусăм парнелерĕ. Кăларăма «Король и шут» рок-ушкăнăн солисчĕ Андрей Князев хатĕрленĕ. Питĕ хăйне евĕрлĕскер вăл!
Кĕнекене пин-пин çыншăн легенда пулса тăнă ушкăнăн юррисен алçырăвĕсене кĕртнĕ, унăн историне каласа кăтартнă. Çавăнпа вăл уйрăмах хаклă маншăн.
#Денькнигодарения #Даритекнигислюбовью #книгалучшийподарок #книги #Чувашскоекнижноеиздательство #книжныймир #миркниг #мирчтения