Корзина
(пусто)
(0 руб.)

День книгодарения-2025

13 февраля 2025

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли кун. Çак уяв тĕлне чăваш çыравçисем хăйсене парнеленĕ кĕнекесене аса илеççĕ.

Ольга ТУРГАЙ, çыравçă, радиожурналист:
– Ун чухне эпĕ шкула та каймастăп-ха. Манă анне Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнчеччĕ, унта тăвансем пурччĕ, кукамай та пурăнатчĕ-ха ун чухне. Çулла эпĕ çав яла хăнана каяттăм. Унта аннен аппăшĕпе упăшки пурăнатчĕç. Павел Иванович Павлов – вăрçă ветеранĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче иккĕмĕш рангри капитан пулса çапăçнă. Суранĕ нумайччĕ. Çапах вăрçăран чĕрĕ-сывă таврăннă вăл, манăн аннен аппăшне качча илнĕ, анчах ачисем çукчĕ вĕсен.
Йысна аслă пĕлÿллĕ çынччĕ те хаçат-журнал нумай çырăнса илетчĕ, кĕнеке вулама питĕ юрататчĕ. Мускавра тухса тăракан «Огонек» журнал та килетчĕ вĕсем патне. Пĕчĕк ялта ун пек кăларăм пуррине пĕлмен те. Çынсем журнала вулама Павăл пичче патне пыратчĕç.
Пĕррехинче вăл мана кĕнеке парнелерĕ – тĕксĕм кăвак хуплашкаллă «Вырăсла-чăвашла словарь». Авторĕ – Василий Егоров. Эпĕ ун чухне словарь мĕнне те ăнланман. Уçкаласа пăхрăм та: «Ай-уй, кунпа мĕн тумалла вара?» – терĕм тĕлĕнсе, мĕншĕн тесен унта сăмахсене юпан çырса тухнăччĕ.
Кĕнекене киле илсе килтĕм. Вулама вĕренсе çитсессĕн çав словаре кăштах уçкаласа пăхма пуçларăм. Мĕн тĕллевпе, мĕн шухăшпа Павел Иванович мана, пĕчĕк ачана, çак словаре парнеленĕ-ши? Кайран эпĕ çапла шухăшласа илтĕм: «Çак хĕрача вĕреннĕ çын пултăрччĕ тенĕ пулĕ ĕнтĕ вăл».
Çапла вара манăн пурнăçри пĕрремĕш кĕнеке Василий Егоровăн вырăсла-чăвашла словарĕ пулнă.

#Денькнигодарения #Даритекнигислюбовью #книгалучшийподарок #книги #Чувашскоекнижноеиздательство #книжныймир #миркниг #мирчтения