День книгодарения-2025
13 февраля 2025
Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли кун. Çак уяв тĕлне чăваш çыравçисем хăйсене парнеленĕ кĕнекесене аса илеççĕ.Олег КУЛЬЕВ, çыравçă, журналист, редактор:
– Пирĕн шкултан виçĕ çухрăмра вăрман пурччĕ. Унта кашни çул Пионерсен кунĕнче, çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче, вĕренÿре хастар ачасене кĕнеке парнелетчĕç.
Ун чухне эпĕ 3-мĕш класра вĕренекенĕччĕ. Кăвайт патĕнче шухăша кайнă та тăратăп. Шкул директорĕ пурне те черетпе чĕнсе кĕнеке парнелет. Пĕлетĕп: мана та памалла. Акă ман хушамат янăрарĕ те, шухăша путнăскер асăрхамарăм, хама хам алă çупса парне илме тухатăп. Директор ман çине пăхрĕ те: «Маттур, – терĕ, – хăйне хăй алă çупать». Мана аван мар пулса кайрĕ.
Çапла ман алла Василий Алендейĕн «Хĕрлĕ кĕпе» кĕнеки лекрĕ.
#Денькнигодарения #Даритекнигислюбовью #книгалучшийподарок #книги #Чувашскоекнижноеиздательство #книжныймир #миркниг #мирчтения