День книгодарения-2025
13 февраля 2025
Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли кун. Çак уяв тĕлне чăваш çыравçисем хăйсене парнеленĕ кĕнекесене аса илеççĕ.Улькка ЭЛЬМЕН, çыравçă:
– Парне çынна телей, савăнăç парать. Япала-и вăл е пĕр-пĕр ăшă сăмах-и, – уншăн яланах савăнатăн. Пурнăçра парнесем илнĕ самант, асра юлнă уяв, паллах, нумай пулнă. Анчах кĕнекерен хакли нимĕн те çук маншăн.
Шкул çулĕсенче лайăх вĕренекенсене Çĕнĕ çул уявĕнче яланах парнесем паратчĕç. Илемлетнĕ чăрăш умне пĕрин хыççăн тепри тухса вĕрентекен аллинчен кĕнеке илет. Эпĕ те хама чĕнессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Анчах темшĕн мана яланах е сăрăсем, е хулăн тетрадь паратчĕç.
Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне мана каллех чăрăш умне чĕнчĕç. Эп алла альбом е сăрăсем илме хатĕрленсе утатăп. Ак тамаша! Шкул директорĕ мана вĕр çĕнĕ кĕнеке (унран сăрă шăрши кĕнĕ пек те туйăнчĕ) тыттарчĕ. Манах-ши тесе хыçалалла пăхса илтĕм. Юнашар никам та çук. Манах иккен. Директора куçран йăл-йăл кулса пăхрăм та кĕнекене чĕре çумне тытса çупăрларăм, куçран куççуль те тухрĕ. Эпĕ ачаран кĕнеке вулама юрататтăм. Ку вара мана ятарласа панă пĕрремĕш кĕнеке! Камăн тат? Леонид Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» приключениллĕ повеçĕ!
Илюкăн шăпи мана чĕререн тыткăнларĕ. Кĕнекене пĕр каçра вуласа тухрăм. Ултавпа чăнлăх хушшинчи пурнăç шухăшлаттарчĕ, хумхантарчĕ. Автор сюжетне шухăшласа кăларма пултарни пуçра та çук ача чухне, йăлт чăн пулнă пек йышăнатăн.
Мĕншĕн кĕнеке чи хаклă парне? Мĕншĕн тесен унта – Пурнăç. Пурнăçăн вара хакĕ питĕ пысăк. Мĕншĕн тесен унта Вĕрентÿ, Чăнлăх, вăрттăн Калаçу, Шухăшлав, туянма çук Пулăмсем.
Вулакансене хам кĕнекесене парнеленĕ вăхăтра питĕ хумханатăп: тахçан Леонид Агаковăн Илюкĕ ман чĕрене хускатнă пек хускатĕç-ши эпĕ çырнисем?
#Денькнигодарения #Даритекнигислюбовью #книгалучшийподарок #книги #Чувашскоекнижноеиздательство #книжныймир #миркниг #мирчтения