День книгодарения-2025
13 февраля 2025
Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли кун. Çак уяв тĕлне чăваш çыравçисем хăйсене парнеленĕ кĕнекесене аса илеççĕ.Сергей ПАВЛОВ, чăваш халăх çыравçи:
– Канаш районĕнчи тăван Ушанарти шкулта вĕренÿ çулĕ вĕçленмессерен ачасене линейкăна пĕрле пухса ăна пĕтĕмлететчĕç. Чи лайăх вĕренекенсем парнене тивĕçетчĕç. Чи лайăх парне, паллах, кĕнеке пулнă.
Пĕрремĕш класс хыççăн мана, пĕчĕкскере, шкул директорĕ пысăк кĕнеке парса савăнтарчĕ – Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине.
#Денькнигодарения #Даритекнигислюбовью #книгалучшийподарок #книги #Чувашскоекнижноеиздательство #книжныймир #миркниг #мирчтения