Корзина
(пусто)
(0 руб.)

День книгодарения-2025

13 февраля 2025

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли кун. Çак уяв тĕлне чăваш çыравçисем хăйсене парнеленĕ кĕнекесене аса илеççĕ.

Владислав НИКОЛАЕВ, çыравçă, журналист:
– Мĕн пĕчĕкренех мана ÿссен писатель пултăр тенĕ ахăр, тăтăшах кĕнекесем парнелетчĕç. Шÿтлетĕп, паллах, сăлтавĕ пачах урăххинче. Пĕрремĕшĕнчен, эпир ÿснĕ саманара, чăн та, кĕнеке хисепреччĕ, вăл чи лайăх парнесенчен пĕри шутланнă. Иккĕмĕшĕнчен, эпĕ кĕнеке вулама юратнине те курнă ĕнтĕ.
Вăтам классенче Александр Дюма, Фенимор Купер, Жюль Верн хайлавĕсене татти-сыпписĕр вулаттăм. Çавăнпа мана Леонид кукка Вальтер Скоттăн «Айвенго» романне парнеленĕччĕ, унтан тата – Александр Дюман «Графиня де Монсоро» романне.
Тăваттăмĕш класра пирĕн класс ертÿçи пулма вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенне Надежда Евгеньевнăна çирĕплетрĕç. Мĕн чухлĕ конкурс, мероприяти йĕркелетчĕ вăл, çĕнтерÿçĕсене кĕнекесем парса хавхалантаратчĕ. Александр Пушкинăн сăвă пуххине, Николай Островскин «Как закалялась сталь» романне парнеленине астăватăп.
Пĕлÿ кунĕнче ирттерекен линейкăра иртнĕ вĕренÿ çулне «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕçленисене, каникулта колхозра тăрăшса ĕçленисене хисеп хучĕсем паратчĕç, ун çумне тата – парне. Парни, паллах, кĕнеке. Мана Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра», хамăр тăрăхри ялсем çинчен çырнă «Тăван ялăм – савнă ялăм» кăларăмсене панине астăватăп.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан çак ятпа ирттернĕ савăнăçлă каçра шкулта алгебрăпа геометри предмечĕсене вĕрентнĕ Людмила Николаевна мана Альфонс Доде çыравçăн романне парнеленĕччĕ.
Сисрĕр пулĕ, кĕнекисем тĕрлĕ енлĕ, чăн та, ку ача çыравçă пултăр-ха тесе ыр суннăнах туйăнать. Апла, вĕсен шанăçне тÿрре кăларас пулать – çанă тавăрсах ĕçлемелле, çĕнĕ хайлавсем шăрçаламалла.

#Денькнигодарения #Даритекнигислюбовью #книгалучшийподарок #книги #Чувашскоекнижноеиздательство #книжныймир #миркниг #мирчтения