Çыравçăсем – ачалăх ытамĕнче
15 января 2025
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Асамлă ачалăх» кăларăм пичетленсе тухрĕ.Расна кăмăл-туйăмлă та тĕллевлĕ тĕрлĕ ӳсĕмри çыравçăсене мĕн пĕрлештерме пултарать? Пĕлтерĕшлĕ пĕр-пĕр шухăша тĕпе хунă коллективлă сборник, паллах. Кама мĕн хумхантарни, кăсăклантарни яр уççăн тухса тăрать унта.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Асамлă ачалăх» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ – тĕп редакторăн çумĕ Ольга Федорова, ӳнерçи – Наталия Андреева. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Кăларăмра XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литературинче ырми-канми тăрăшакан çыравçăсем ачалăхне, асра юлнă вĕрентекенĕсене, пĕрремĕш хайлав çырнине, вăл хăçан кун çути курнине аса илеççĕ. Пурĕ вăтăр çичĕ автор кĕнĕ.
«Çыравçăсене çуралнă çулĕсене кура вырнаçтарса тухнă. Темиçе автор пĕр çултах çуралнă пулсан – уйăхне кура. Çапла майпа вĕсем ӳснĕ вăхăт уççăн курăнать. Чылайăшĕн пирвайхи хайлавне илсе панă. Вĕсене е автор аса илсе çырнă, е хаçат-журналта пичетленнине тĕпе хунă. Пичетленнĕ хайлавсене улăштармасăрах кĕртнĕ, çавăнпа та аслă çулти çыравçăсен сăвви-калавне вăл вăхăтри пекех хăварнă.
Кĕнекере çыравçăсен биографийĕсем пур. Кăларăма Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенчи, Чĕмпĕрпе Самар облаçĕсенчи чăваш çыравçисен асаилĕвĕсене кĕртнĕ», – пĕлтерет умсăмахра Ольга Леонидовна. Кунта çавăн пекех писательсен архивĕсенчи сăнӳкерчĕксене курса киленме пулать. Хăш-пĕр пулăм çинчен хальччен ниçта та çырман, чылай асаилӳ «Асамлă ачалăх» кĕнекере пĕрремĕш хут пичетленнĕ.
Вулакан чи малтанах Юхма Мишшипе «паллашĕ». Михаил Николаевич Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче ача пулнă. Пĕррехинче вăл юлташĕсемпе кĕрхи вăрмана çул тытнă. Пурте выçă. Çулçине йăлтах татса пĕтермен çăка е йĕкеллĕ йывăç шыраса утсан-утсан ачасем улмуççи асăрханă. Панулмийĕсем тем пысăкăш пулнă, витĕр курăннă. Улма çисе тăраннă ачапча яла таврăнсан аслисене пĕтĕмпех каласа кăтартнă. Анчах çитĕннисем ĕненмен: унта нимĕнле улмуççи те çитĕнмелле мар-çке. «Мĕн асамлăхĕ пулчĕ вăл? Паян кун та пĕлейместĕп. Анчах çырса кăтартни пĕтĕмпех тĕрĕс. Çавăн чухне çав ытарайми панулмине çисе, тен, эпир выçса вилесрен çăлăнса юлтăмăр пулĕ...» – пĕтĕмлетет сумлă çыравçă.
Çапла, Юхма Мишши мĕн пĕчĕкренех тĕлĕнтермĕшсемпе тĕл пулнă. Ку енĕпе Патăрьел районĕнче кун çути курнă тепĕр çыравçа та ăнăçнă темелле. Пиллĕкри Владимир Степанов пĕррехинче Федя тусĕпе вăрман хĕрринчен çухрăмра пек вырнаçнă Мăчавăшни /Мунча ĕшни/ çырми хĕрринчи уçланка çитсе килме шут тытнă. Юлташĕ «теçеткене яхăн пиçнĕ çырла тыткăнне» лекнĕ хушăра пĕчĕк Володя уçланка тухнă. Анчах тепĕр самантранах: «Таратпăр кунтан! Часрах!» – тенĕ те Федьăна – ялалла вирхĕннĕ. Ăна темĕн хăратнă иккен. Хăй мĕн асăрханине тусне каярахпа тин каласа панă: «Уçланкă вĕçĕнче, çыран хĕрринче, мĕскер-темĕскер çиçсе-йăлтăртатса тăратчĕ. Ăна кĕленчерен тунă тейĕн, витĕр курăннăн шалтан тухакан çутăпа çиçетчĕ. Çӳллĕшĕпе пысăк марччĕ – метр çурă еннелле...» Тен, шăпах çак тĕлпулу ун пултарулăхне каярахпа пысăк витĕм кӳнĕ? Фэнтези-фантастика жанрĕсем ахальтен мар илĕртме пуçланă пуль Владимир Васильевича...
Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ те ача чухне хăйне евĕрлĕ пултарулăхĕпе палăрнă. Сăвă шăрçалассипе пачах çыхăнман ку. «Пĕррехинче пирĕн клуба гипнотизер килсе кайрĕ. Сцена çине тухнисене çывратса ярса тем те туса кăтартрĕ. Эпĕ те тухнăччĕ сцена çине, анчах çывăрса каймарăм. Каярах, пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне, хамăн вăя тĕрĕслесе пăхас терĕм: уроксем хыççăн юлса юлташсене гипноз тума пуçларăм. Чăнах та, хăшĕсем çывăрса каятчĕç, пуринчен те хăвăртрах Надя Макарова ыйха путатчĕ...» – аса илет Светлана Васильевна. Гипноз сеансĕсене вăл Красноярск крайĕнчи Шира кӳлĕ хĕрринчи санаторинче те /улттăмĕш класс/, Кавказри Железноводскри санаторинче те /саккăрмĕш класс/ ирттернĕ. Паллах, аслисене килĕшме пултарайман ку. Ăна чарăнма хушнă. Çавăнтанпа гипнозпа аппаланма пăрахнă Светлана Васильевна.
Пĕчĕк чухне эпир юмахсене ĕненетпĕр, Хĕл Мучи патне çыру çыратпăр, аслăраххисем каланине чăнлăх вырăнне йышăнатпăр. Лидия Саринене пĕринче пиччĕшĕ хурăн шывĕ ĕçтернĕ. Арçын ача юлташĕпе пĕрле пулнă. Хурăн шывне вĕсем ăçтан тупнине пĕлес килнĕ хĕрачан. «Ну, ав çав хурăнсем айĕнче», – тенĕ арçын ачасем. Пĕчĕк Лидия, шкул çулне те çитменскер, кӳршĕри тантăшĕпе пахчана васканă. Пылчăк çăрса хурăнсем патне çитнĕ, анчах пылак шывĕ ăçтине тавçăрайман хĕр пĕрчисем. Йывăçсем айĕнчи кӳлленчĕксенчи шыва тутанма пикеннĕ. Пылак мар! «Ĕнтĕ хурăнсем айĕнчи пĕр кӳлленчĕкри шыв уйрăмах тăп-тăрă курăнать. Эпир сывлама та чарăнтăмăр пулас. Çав тери асăрханса, пĕр пăтратмасăр ăсатпăр хайхи шыва. Унтан тутанса пăхатпăр... Çăварта çурхи шыв кăчăртатать...» – аса илет Лидия Михайловна.
Ольга Васильева вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне Ольга Васильева паллă çыравçă çинчен калав çырнă-мĕн, ăна вĕрентекенне, Георгий Краснов чăваш халăх çыравçине, вулама панă. Георгий Васильевич хăй сăмахне лăпкăн та витĕмлĕн пĕлтернĕ: «Эпĕ литературăра чылай япала тĕл пулнă, анчах кун пеккине, хăйне мухтаса çырнине, хальччен курманччĕ-ха».
Лариса Петрова сăвăç ача чухне ыттисем кирек мĕн каласан та ĕненнĕ-мĕн. «Инопланетянсем каçсерен йывăçсем айне анса лараççĕ тесен те ĕнентĕм. Тен, чăнах та анаççĕ-ха? Тӳпере вĕçекен текерлĕк ачасене пуçран тапма юратать тенине те ĕнентĕм», – тет вăл. Пĕррехинче вара вăрман енче тем кĕрленине илтсен йăлт канăçне çухатнă. Юлташăн кӳрши: «Аçтаха килет!» – тенĕ-çке. Мĕн пирки сăмах пынине кĕнекере вуласа пĕлме пулать.
Чăваш çыравçисен ачалăхĕ ялта иртнĕ. Поэтсемпе прозаиксем пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхнĕ. Выляма та вăхăт тупнă, паллах. Çулла тар тăкса ĕшеннĕ хыççăн шыва кĕме кам васкаман пуль? Тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕ сисиччен килтен пĕве хĕррине вăшт! тухса шăвăннă. Раиса Сарпи чăваш халăх поэчĕ те пĕрремĕш класс пĕтернĕ хыççăн пĕринче юлташĕсемпе шывра чăмпăлтатма вĕçтернĕ. Галя ятлă хĕрача путнине вăл çеç асăрханă. Пач иккĕленсе тăмасăр ăна çăлма чупнă. Юрать-ха, хĕрачана вилĕмрен хăтарнă, хăй те чĕрĕ юлнă.
Владимир Левуков нумай ачаллă çемьере ӳснĕ. Çичĕ çулта чухнех çур çулти шăллĕне пăхнă вăл. Çуллахи пĕр кун Борис ятлă шăллĕне çыран хĕрринче лартса хăварнă, хăй шывра ишнĕ. Тахăш самантра пĕчĕкскер упалене-упалене пырса шыва чăмнă. Арçын ачасем вылянă хушăра ун çинчен пачах маннă. Телее, Хураçка çухалса кайман, хамлатса вĕрме пикеннĕ. Çакна тăнланипе мĕн пулса иртнине тин ăнланса илнĕ Владимир, шăллĕне вилĕмрен çăлса хăварнă.
Николай Ларионов вара çуллахи шăрăх кун хăй путма пуçланă. Ăна виçĕ çул аслăрах юлташĕ туртса кăларнă.
Альбина Юрату кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне Апăрша юхан шывне чăмса тухнă. Мĕнех вара теме ан васкăр. Шывĕ сивĕ, каснă вак çийĕ çӳхе пăрпа çеç туртăннă пулнă. Елена Аксупи те пăрлă шыва анса кайса курнă. Ун аллинче библиотекăна памалли кĕнекесем пулнă. Телее, Елена никам пулăшмасăрах хырăмпа пăр çине шуса тухнă та чăнкă çырантан хăпарнă, килне васканă. Кайран мĕн пулни – тĕпсĕр авăра путнă евĕр... Тăна кĕрсен чи малтан: «Анне, манăн кĕнекесем ăçта?» – тесе ыйтнă вăл. «...ав кăмака çинче типеççĕ. Аллупа хытă чăмăртаса тытнă. Аран вĕçертрĕмĕр вĕсене», – хуравланă амăшĕ. Еленăран çыравçă пуласси çакăн чухнех палăрнă пуль.
Марина Карягина вара авăр «ытамне» лекнĕ. Сăвăç çапла аса илет: «Мана темле хăват çатăрласа илчĕ те шыв çаврăмĕнче пĕтĕре-пĕтĕре аялалла туртма тапратрĕ. Чыхăнса кайнăскер кăшкăрса ятăм. Аялти касра пурăнакан Люба, çăвĕпе Пăларан тухманнипе шывра хăйне йытпулли пек вăр-вар тытаканскер, çав самантрах ишсе пычĕ те тăснă алăран ярса тытрĕ, мана авăртан çăлса илчĕ...»
Владислав Николаев пĕринче ача чухне ишме пĕлмесĕрех шыва кĕнĕ, тарăнрах çĕре анса кайнă. «Юрать, пиртен ултă çул аслăрах Юрккапа Сергей çав вăхăтра шыва кĕме çитнĕ, вара мана Юркка туртса кăларчĕ... Паян та тав туса пурăнатăп ăна, вăл çăлман пулсан çак йĕркесене те çыраймастăмччĕ...» – тет Владислав Дмитриевич.
Кашкăрпа тĕл пулса чĕрĕ юлнă çыравçăсем те пур чăвашсен. Ара Мишшин амăшĕ колхоз утарĕнче ĕçленĕ, ачисене пĕрле илсе çӳренĕ. Пĕчĕк Мишша çывăх çыннисене хыçарах хăварса вăрман çулĕпе чупса пыма юратнă. Çул варринче пысăк чĕрчуна курсан йытă пуль тесе шухăшласа илнĕ. Лешĕ вĕрмен, куçне вылятмасăр пăхса тăнă. Ача хăраса ӳкнĕ, çаврăнса пăхнă – амăшĕпе аппăшне курман. Эппин, вĕсем хыçа юлнă. Тепĕртакран тин тăванĕсен сассине илтнĕ. Чĕрчун вăрман чăтлăхне кĕрсе çухалнă. Вăл йытă мар, кашкăр пулнине амăшĕ каласан тин ăнкарса илнĕ Мишша.
Василий Кервен поэт сĕм çĕрле, тĕттĕмре, кашкăр кĕтĕвĕпе тĕл пулса чĕрĕ юлнă тесе шутлать хăйне. Вăл юлташĕ патĕнчен каçа юлса таврăннă. Шăп çав каç ялта çынсен выльăх-чĕрлĕхне кашамансем туртса çурнă, ахаль те чухăн çемьесене юра хăварнă. Ваççана тĕкĕнмен вара. Çак пулăм чăн пулнине пурте ĕненмеççĕ имĕш. «Кашкăрсем те тиркенĕ сана – кама кирлĕ çын эсĕ?» – тесе каланă тет ăна килĕштернĕ пĕр хĕр. Эсир вара мĕн шутлатăр: кашкăрсемех хуптĕрлесе илнĕ-ши Василий Гавриловича е килĕсене таврăнман, çĕтсе кайнă сурăхсем?
«Асамлă ачалăх» кăларăм шкулта вĕренекенсемшĕн кăна мар, çитĕннисемшĕн те интереслĕ пулĕ. Тăван литературăна вĕрентекенсем унпа урокра хушма материал пек усă курма, занятие пуянлатма пултараççĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ