Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Çыравçăн çуралнă кунĕнче çĕнĕ кĕнекине пахаларĕç

20 июня 2025

Çĕнĕ кĕнеке хăтлавĕ – яланах пысăк уяв. Вăл çыравçăн çуралнă кунĕпе тӳр килсессĕн – пушшех те. Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче шăпах çавăн пек чаплă презентаци иртрĕ: Сергей Павловăн «Тертпе термен» кăларăмне автор 70 çул тултарнă кун пахаларĕç.

Асăннă роман – «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» хайлавăн иккĕмĕш кĕнеки. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă. Апла пулин те хастар вулакансем унпа паллашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Пултарулăх каçне прозаиксемпе поэтсем, драматургсемпе литературоведсем, журналистсемпе библиотекарьсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Мероприятие «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Ольга Тимофеева ертсе пычĕ.

Тĕпре – чăн пулни
Сергей Лукиянович роман çырма мĕн хавхалантарни, витĕм кӳни çинчен каласа пачĕ. Çемье историне тĕпчени, тĕрлĕ документа, çынсен çырăвĕсене тишкерни чăваш халăх поэтне çыру сĕтелĕ хушшине ларма хистенĕ. Амăшĕн калавне те тĕпе хунă. С. Павловăн кукашшĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, аманнă хыççăн госпитальте сипленнĕ-мĕн. Сывалса çитсен тӳрех фронта тухса каймалла пулнă. Анчах унăн пĕчĕк ывăлне, вăрçă вăхăтĕнче çуралнăскерне, питĕ курас килнĕ. Хайхискер пуйăсран сиксе юлнă та тăван ялне вĕçтернĕ. Кайран, паллах, мĕн туса хутăм-ха, капла юрамасть тесе ӳкĕннĕ. Пĕр хушă вăрманта пытанса пурăнма тивнĕ унăн. Романри тĕп сăнарăн Шăпчăк Эрхипĕн прототипĕ теме те пулать çыравçăн кукашшĕне. «Этем шăпи урлă халăх шăпине, çĕршыв кун-çулне кăтартасшăн пултăм эпĕ», – терĕ Сергей Лукиянович.
Виççĕмĕш кĕнеке пулĕ-ши? Ку ыйтăва хальлĕхе автор хăй те хуравлаймасть. Тен, вулакансем кăсăклансан, хистесен палланă сăнарсен кун-çулĕ малалла мĕнлерех йĕркеленни çинчен тепĕр хайлав шăрçалама пикенĕ.
Кĕнеке редакторĕ Ольга Иванова алçырупа савăнса ĕçленине пĕлтерчĕ. «Малтанхи романра Шăпчăк Эрхипĕ çирĕп кăмăллă, кăрарах пулсан иккĕмĕшĕнче палăрмаллах улшăнать, йăвашланать, арăмне, ачисене лайăхрах ăнланма пуçлать. Тĕрĕслевсем ăна сисĕмлĕрех тăваççĕ, пурнăç çине урăхларах пăхма вĕрентеççĕ. Кăларăма “Тертпе термен” романсăр пуçне “Серепе” калав та кĕнĕ. Унта ашшĕ-амăшĕпе ачи-пăчи хушшинчи хутшăнусене тимлĕх уйăрнă. Ывăл-хĕре ытлашши ачашласа ӳстерни, мĕнпур йывăрлăхран çăмăллăнах хăтарни мĕн патне илсе çитерме пултарни хайлавра яр уççăн ӳкерĕннĕ. “Илья Осипович вырăнĕнче эпĕ мĕн тунă пулăттăм-ши?” – çак ыйту вулакана та канăçсăрлантарĕ, шухăша путма хистĕ», – терĕ Ольга Михайловна.

Тимлĕ пуçлăх, пултаруллă прозаик
Сергей Лукиянович 2009–2016 çулсенче Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн председателĕ пулнă. 2024 çулхи чӳк уйăхĕнчен çак общество организацине вăлах ертсе пырать. Правлени пайташĕсем – Улькка Эльмен, Василий Кервен, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Гордеева, Раиса Воробьева, Ольга Васильева çыравçăсем – уяв хуçине ăшшăн саламларĕç, кĕнеке евĕр хатĕрленĕ пысăк торт парнелерĕç. Писательсем С. Павловпа ĕçлеме кăмăллă, çăмăл пулнине палăртрĕç.
«Çынна итлеме пĕлет. Унпа кирек мĕнле ыйтăва та сӳтсе явма пулать», – пĕр саслăн пĕтĕмлетрĕç пĕрлĕх хастарĕсем. «Сергей Лукиянович нумай та тĕплĕ ĕçлет. Хайлав çырма пуçăниччен нумай шухăшласа çӳрет. “Вулакана вăл е ку темăна хускатни кирлĕ-и? Мĕнлерех çутатса памалла ăна?” – çак ыйтусем тавра чылай пуç ватать, кайран тин алла калем тытать. Çавăнпа юратаççĕ те вулакансем унăн произведенийĕсене», – терĕ Василий Кервен поэт. «Сергей Лукияновичăн унчченхи романĕсене политикăлла теме пулать. “Тертпе термен” вара чăн-чăн роман-сага пулма пултарать. Çемье историйĕ тĕпре кунта. Çав хушăрах тем те пур: репрессийĕ те, халăх тăшманĕсем те, колхозсем чăмăртанса вăй илни те, вăрçи те. Сюжета çавăрттарса тытса пыма, интереслентерсе яма пĕлет. Ку – пысăк ăсталăх», – тĕлĕннине пытармарĕ Арсений Тарасов. Марина Карягина çыравçă-тележурналист Сергей Павлов Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн председателĕнче вăй хунă тапхăра аса илчĕ.
«Чăваш кĕнеки» центрăн ертӳçи Галина Соловьева уяв хуçине саламланă май Чăваш Наци библиотекипе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав турĕ, «Çулталăк кĕнеки-2025» чăваш календарĕ тата Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă библиографи указателĕ парнелерĕ. Ара, Сергей Лукиянович – сăвăçăн ентешĕ-çке, Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралнă. Унсăр пуçне «Кам-ши вăл, Çеçпĕл? Кто он, Сеспель?» кĕнекен авторĕ те вăлах.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров «Тертпе термене» хăвăртах вуласа тухнă, ăна ытти авторсен хайлавĕсемпе танлаштарчĕ. «Чăваш литературинче коллективизаци тапхăрĕ çинчен çырнă хайлав чылай. Тĕслĕхрен, Марфа Трубинан “Мучарĕ”, Илле Тукташăн “Тăвалла” романĕ. Ашшĕн пытарса хăварнă мулне тупни çинчен Илпек Микулайĕн “Хура çăкăр”, Алексей Афанасьевăн “Юманлăх çулçă тăкмарĕ” романĕсенче вуласа пĕлме пулать. Сергей Павловăн хайлавĕсенче те çак темăсене хускатнă. Анатолий Емельяновăн “Хура кăрăçĕнчи” Крысла Çеменĕ пасар саманинче тупăш тума пĕлнĕ пек Шăпчăк Эрхипĕ те суту-илӳпе кăсăкланать. “Тертпе термене” çемье романĕ теме пулать», – терĕ Геронтий Лукиянович.

Роман е повесть?
Елен Нарпи çыравçă И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тимленĕ май С. Павловăн пултарулăхĕпе студентсене паллаштарнине асăнчĕ. «“Шăпчăк çĕрĕпех юрлать”, “Тертпе термен” романсенче классикăллă чăваш писателĕсен йĕрне куратăп. Кунта характерсене тунă чухне кашни детале шута илсе типтерлĕ ĕçлени туйăнать. Çав шутра – Шăпчăк Эрхипĕн сăнарне калăпланă чухне те. Чăн пурнăçран илнĕ фактсем çине тĕревленсе çырни сисĕнет», – терĕ Елена Петровна.
Николай Осипов литературовед «Тертпе термене» виçĕ сехетре вуласа тухнă-мĕн – каçпа ĕçрен таврăннă та çывăрма выртиччен вĕçленĕ. «Сергей Павловăн çĕнĕ кĕнекисене паянхи вулакан кăмăлне юрас тесе çывăхлатса çырнă романсем темелле пуль. Маншăн вĕсем – икĕ повесть. Георгий Федоровăн пĕр повеçĕ калăпăшĕпе çакăн чухлĕ. Сергей Лукияновичăн хайлавĕсенче шала кĕрсе кайни çук, веçех çиелте. Мĕн пуласси те паллă пек. Шăпчăк Эрхипĕн кăмăлĕ иккĕмĕш кĕнекере вулакан кăмăлне каймаллах мар ылмашăнать. Малтан вăл çирĕп чунлă, хăйĕн сăмахĕнчен иртмен çынччĕ. Халь вăл айванлансах каять. Тепĕр енчен пăхсан, унра еврейлăх та пур», – хак пачĕ Николай Николаевич.
Елена Николаева çыравçă-журналист С. Павловăн ĕçтешĕ пулнă май унăн произведенийĕсемпе пуринчен малтан паллашаять. «Автор икĕ кĕнекине те вăрçă ачисене халалланă. Вăрçă ачисен вилĕмсĕрлĕхĕ – вĕсен ачисенче, мăнукĕсенче. Курăк ӳсет – тымарĕ юлать. Тем пек пĕтерес тесен те Шăпчăксен йăхне пĕтерме май çук. Хайлав çут тĕнчене тепĕр чун килнипе ахальтен вĕçленмест ĕнтĕ. Çакă – хăйне евĕр символ», – терĕ Елена Николаевна.
Николай Максимов романист юбиляра хăйĕн «Спасение Европы» кĕнекине парнелерĕ, Александр Ильин поэт сăвă вуларĕ, Владислав Николаев çыравçă-журналист Сергей Лукияновичăн пултарулăхне пысăка хурса хакларĕ. Ирĕк Килтĕш ӳнерçĕ вара гитара каласа юрă шăрантарчĕ. Уяв чăннипех те хаваслă иртрĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем


Галерея

1 3 4 5 6 7 8 9 10