Çурхи парне – «Сирень сенкерĕ»
30 апреля 2025
Урамра çуркунне хуçаланать. Кăмăлĕ вара хăйĕн пит вылянчăк. Пĕрре шартса хĕвел пăхать, тепре çил кастарса вĕрет, çумăр пĕрĕхет, тепĕртакранах юр вĕçтерсе илет. Çанталăк тĕлĕнтермĕшĕсене шута илмесĕрех тенĕ пек кайăксем йăва çавăраççĕ, чечек-курăк ешерет.
Çакăн пек илемлĕ вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствинче чăн-чăн çурхи кăларăм – «Сирень сенкерĕ» – кун çути курчĕ. Унăн авторĕ – Елена Николаева çыравçă-журналист. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Ирина Калентьева. Хайлав пуххине авторăн тĕрлĕ çулта çырнă новеллисем кĕнĕ. Вĕсенче ырра шанни, пурнăç илемне курма-туйма пĕлни тĕпре. Сирень сенкерĕ-и, куç хĕсен шăлан чечекĕ-и, хĕвел шевли сĕртĕнсе ачашланă тутлă шăршăллă çырла-и, черчен те хаваслă çамрăклăх-и – пĕтĕмпех самантлăх. Хайлавсенчи сăнарсем кашни пулăмпа, самантпа киленме, кун-çула пуриншĕн те тав тума вĕрентеççĕ. Вĕсем çутçанталăка çивĕч туяççĕ, кăмăл-сипет тасалăхĕпе йăх-ăру çыхăнăвне упрассишĕн тăрăшаççĕ.
«Шăрçан йăлтăрать чун çути» умсăмахра Сергей Павлов чăваш халăх çыравçи Елена Николаевнăн пултарулăхне çапларах хак парать: «Елена Николаева çын кăмăл-туйăмне уçма ăста, мĕншĕн тесен кашни саманта хăйĕн витĕр кăларать. Вăл çутçанталăкпа çывăххи сисĕнет. Хуçăк турат та уншăн чĕрĕ чун, кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетни те хăйне хурăмлă кĕвĕ. Унăн хайлавĕсенчи карчăксем те хĕрсем пекех илĕртӳллĕ. Пĕртте ӳстермесĕр калатăп, чĕлхин пуянлăхĕпе ăмсантарать вăл. Ăçтан тупăнать-ши çавăн чухлĕ сăнарлă сăмах çаврăнăшĕ?! Çавăнпах пулĕ калавсене лăпкăн вулаймастăн, сисместĕн те – куççуль тухать. Вĕсем çамрăксемшĕн урăмах усăллă пулассăн туйăнать».
Новеллăсенче кулленхи пурнăç ÿкерчĕкĕсем сăнланнă. Телей шыраса этем таçта та çитет, тем те тăвать, çуккишĕн пăшăрханса ĕмĕрне ирттерет. Ӳпкелешнинче мĕн ырри пултăр? «Тÿпере хĕвел çукки ним те мар, чунра пултăр вăл», – тет автор. Чунра лăпкăлăхпа юрату хуçалансан вара пурнăç синкерĕсем те хăрушă мар.
Хăш-пĕр хайлав ячĕ ваттисен сăмахĕ е каларăш пек янăрать: «Вăхăчĕпе вĕлтĕрен те илемлĕ», «Тĕк çăмăл та – инçе ывăтаймăн», «Уçламасăр çу ÿкмест», «Ырлăхпа хурлăх – пĕр кăкран», «Чăтăмăн та вĕçĕ пур» т. ыт. те. Вĕсенче – халăх ăс-хакăлĕ, тарăн пĕлĕвĕ. Сăнарсем çемьери ырă та кăмăллă хутшăнусене мала хураççĕ. Килтен ăшши тарсан ăна хÿтерсе кĕртме йывăррине аван чухлаççĕ. Пĕри ку тĕрĕслĕхе çамрăклах ăша илнĕ тĕк тепри, шел те, ытла кая юлса ăнланать. Çапах та пурнăç йывăрлăхсемпе тĕрĕслевсене пăхмасăр илемлĕ те интереслĕ пулнине асра тытсан чуна çăмăлрах, кашни кун савăкрах.
Вулакансене çыравçăпа çывăхрах паллаштарас килет. Елена Николаева 1974 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Тушкилте çуралнă. Тăван ялти вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех районта, республикăра тухса тăракан хаçат-журналпа çыхăну тытнă. 1991–1996 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ.
Аслă шкул пĕтерсенех республикăра тухса тăракан «Хресчен сасси» хаçатра ĕçлеме пуçланă. 2015 çултанпа «Хресчен сасси – КИЛ» хаçатра пай редакторĕнче тăрăшать. Унăн сăнарлă чĕлхепе уйрăлса тăракан тĕрленчĕкĕсемпе новеллисем «Капкăн», «Тăван Атăл» журналсенче, «Хĕрĕх тĕслĕ хĕл» коллективлă сборникра пичетленнĕ. Е. Николаева – «Кĕрекере ырă сунма» кĕнеке авторĕ, Раҫҫей Федерацийĕн Журналистсен союзӗн пайташӗ (2001).
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Галерея