Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чун витĕр тухнăран чуна хумхантарать

23 июля 2025

«Алран алла» ярăмри черетлĕ кăларăм пичетленсе тухрĕ.

Хальхинче ăна паллă çыравçăн Николай Ишентейĕн повеçне тĕпе хурса «Пурлак кукаçи пуянлăхĕ» ят панă. Мĕнле пуянлăх пирки сăмах пынине çĕнĕ кĕнекене алла тытакансем хăйсемех вуласа пĕлĕç. Мана вара акă мĕн шухăша ячĕ: чăвашăн пултаруллă çыравçисем, тĕпчевçисем, ӳнерçисем, ăсчахĕсем — нумайăшĕ — ялтан тухнă, çити-çитми пурнăçпа пурăнсах малалла туртăннă. Вĕренме май çукран мĕн чухлĕ çыннăн çутçанталăк панă таланчĕ уçăлса çитмесĕрех сӳннĕ пуль тата. «Пурлак кукаçи пуянлăхĕ» повеçри тĕп сăнара Хуммана илер-ха акă. Пĕчĕк шăллĕпе иккĕшне ама çури амăшĕ хĕл варринче килтен хăваласа кăларса ярать. Хуммана ахальтен пурлака ямасть автор. Каччă шутне те кĕрсе çитеймен ачан çити-çитми пурнăçне пурлак карапа сĕтĕрнĕ пек туртма тивет. Темле нуша витĕр тухсан та çутталла туртăнать вăл: баржа çинче пĕрле ĕçлекен Пачушков пулăшнипе вулама-çырма вĕренет, тăван юрра-кĕвве юратаканскер унранах шăпăр тăвас ăсталăха алла илет. Пачушковĕ хăй картинăсем ӳкерме те ăста иккен, халăх пултарулăхне те пухать. Пурнăçри тĕрĕсмарлăха хирĕç тăраканскер, чăн хушаматпа çӳреймест вăл (ун йышшисем патша саманинче мĕн чухлĕ пулнă пуль). Хăйĕн нумай енлĕ пултарулăхне аталантарма та май çук унăн, татăк çăкăршăн ăçта килчĕ унта вырнаçса хырăмне тăрантарма тивет. Пурпĕрех пуçне усмасть вăл. Хуммашăн çак вăрттăн хушаматлă ӳнерçĕ малалла туртăнма хистекен тĕслĕх пулса тăрать. Хуммара чăвашăн хевти-хăвачĕ сисĕнет.
Хумман ялти ватă старик килĕнче тăрса юлнă шăллĕ пирки автор нумаях каламасть. Çав тери пĕлес килет унăн малалли шăпине. Ашшĕ пур çинчех хăр тăлăх пурăнакан ачана такамсем таçта вĕренме илсе кайнине пĕлсен вăл та тăван халăхшăн кирлĕ çынах пулса тăрасса шанатăн, авторĕ татса каламан пулин те темшĕн Чĕмпĕр шкулĕ аса килет.
Вулакан ку кăларăмри авторсене пурне те пĕлет. Анатолий Хмыт произведенийĕсемпе те паллашнах пуль. Икĕ çул хушши интернационалла тивĕçе пурнăçланăскерĕн астăвăмне Афганистанри çапăçусем, унта пуç хунă юлташĕсем ĕмĕрлĕхех кĕрсе ларнă. Унта юн юхтарнă çыравçă çак темăпа çырмасăр тăма пултараймастех. «Таврăну» калава писатель ĕмĕрлĕх асра юлнă тусне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Николай Максимович Гордеева тата Кундузри 201-мĕш дивизин 783-мĕш уйрăм разведка батальонĕн салтакĕсене халалланă.
Калаври героя – Николай Гордеева – Афганистанра та, унтан таврăнсан та тусĕсем Гордей тесе чĕннĕ, хальхи кӳршисем кăна ашшĕ-амăшĕ панă ятпа чĕнеççĕ. Шухăш-кăмăлпа, ăспа, астăвăмпа, туйăмĕсемпе çаплах Афганистанра пурăнать Гордей. Вăхăт çитнĕ пек ĕнтĕ вăрçăран таврăнма... Ун вара кĕлетки кунта, хăй – лере. Юлашки çапăçăва кĕриччен пĕр-пĕринпе тĕл пулмалли куна палăртаççĕ вĕсем, анчах нихăш çул та тĕл пулаймаççĕ. Черетлĕ тĕлпулу кунĕнче Гордей пулла каять, тусĕсене, лере вилнисене, чĕрĕ юлнисене (шел, вĕсем питĕ сахал) – пурне те вăлтасем валеçсе парать, вĕсемпе куç умĕнче тăракан çынсемпе калаçнă пек калаçать. Вилнĕ тесех шутласа пурăннă тусĕ хăй умне чĕррĕн пырса тăни Гордея мирлĕ пурнăçа тавăрать.
Писатель хăй чăтни-тӳснине чун витĕр кăларса çырнăран чуна ыраттармасăр ниепле те вулама çук.
Анатолий Хмытăн геройĕ иртнине манаймасть пулсассăн Ева Лисина калавĕнчи тĕп сăнарсенчен пĕри, Рия, çумри мăшăрне «Кам эсĕ?» тесе ыйтмалăхах асран та чунран кăларса пăрахать. Халиччен вилесле юратнă çынни хăйне улталама хатĕррине хăй куçĕпе курнă хыççăн пулса иртет çак улшăну. Çак пулăма Мускав ăсчахĕсем ăс-тăн хăйне хăй çапла майпа хӳтĕлесе хăварнă тесе ăнлантараççĕ. Чуна чăтмалла мар ыраттаракан çынна, унпа çыхăннă вырăнсене, пулăмсене Рия йăлтах манса кайма пултарнă. Пач пулман пекех.
Кĕнекери тепĕр автор — чăваш халăх писателĕ Анатолий Емельянов. Пурнăç калама çук хăвăрт улшăнса пырать. «Канмалли кун» калаври парти райкомĕсемпе секретарĕсем тахçанах çук ĕнтĕ, вĕсем çинчен вулама та интереслĕ пулас мар пек туйăнать малтанлăха. Анчах вулама пуçлатăн та А. Емельянов произведенине — шухăша каятăн: çутçанталăка упрас ыйтупа çапла тимлĕ ĕçлекен ертӳçĕсем пур-ши хальхи саманара, тупăш илесси кăна кăсăклантармасть-ши вĕсене? Çыравçă? хăй ял хуçалăхĕн çивĕч ыйтăвĕсене, вăрман хуçалăхне, тăван çутçанталăка лайăх пĕлсе тăни тӳрех курăнать. Тăван тавралăха упрасси – нихăçан кивелми тема. Унпа тачă çыхăнса тăракан тепĕр тема та пур калавра: çынпа çын хушшинчи, ертсе пыраканпа ăна пăхăнса тăракансем хушшинчи ĕçлĕ тата юлташла хутшăнусем. Лайăххăн пĕлмесĕрех ĕçтешĕсене тиркесе те хурласа пуçлăх умĕнче вĕсен хакне чакаракансем кирек хăш ĕмĕрте те пулнă, пулаççĕ. «Çынна лайăх пĕлес тесессĕн пĕрле пĕр пăт тăвар çисе ямалла тенĕ ваттисем. Леонид Семеновичпа эсĕ те, эпĕ те пĕрле ларса яшка та çимен», — тет райкомăн пĕрремĕш секретарĕ тиркевлĕ пĕтĕмлетӳсем тума юратакан ĕçтешне.
Кĕнекене кĕнĕ произведенисем тăван халăхăн иртнĕ ĕмĕрти пурнăçне сăнласа параççĕ, анчах паянхи вулакана та самаях шухăшлаттараççĕ.

Галина МАТВЕЕВА

Подробнее о книге...