Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш тумĕн тĕнчинче

03 октября 2025

Çĕр çинчи кашни халăхăнах хăйĕн наци тумĕ пур. Чăвашсем ĕлĕк мĕн тăхăнса çÿренĕ-ши? Çакна эпир Чăваш кĕнеке издательствинче тин кăна тухнă «В мире чувашского костюма. Чăваш тумĕн тĕнчинче» ятлă кăларăма вуласа пĕлме пултаратпăр.

Унăн авторĕ – Е.В. Енькка (Михайлова), ÿкерчĕксемпе илемлетекенĕ те хăех. Редакторĕ – А.Г. Майорова. Тиражĕ – 2000 экземпляр.
Ятĕнченех ăнланмалла ĕнтĕ, кĕнеке чăваш халăх тумĕпе паллаштарать. «Материал ачасене те, аслисене те ăнланмалла. Хăшĕ-пĕри кĕнекене вуласа тухма, тĕпчеме пултарĕ, тепри, тен, чăваш костюмĕсен ÿкерчĕкĕсене пăхса савăнĕ», – тет автор умсăмахра. Асăнса хăвармалла, ку кĕнеке Елена Викторовнăн ачасем валли чăваш тумтирĕпе капăрлăхĕсем çинчен çырнă пĕрремĕш кĕнеки мар ĕнтĕ. Унччен тухнă «Чăваш кĕпе-тумтирĕ» тата «Чăваш пуканисем» кăларăмсем çийĕнчех саланса пĕтнĕччĕ.
Чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсем кĕписене, ытти тума хитре тĕрĕсемпе тата ансăр хăюсемпе илемлетнĕ. Вĕсен тумтирĕ капăрлăх таврашĕ нумай пулнипе те палăрса тăрать. Уйрăмах амăшсен тумтирĕ пуян пулнă. Çак пуянлăхпа ачасене паллаштарма тĕллев лартнă та кĕнекере. Автор республикăри тĕрлĕ районсенчи арçын, хĕрарăм, хĕр, ача-пăча тумтирĕсем çинчен кĕскен те ăнланмалла каласа парать. Кашни этнографи ушкăнĕнчи тумпа капăрлăхсене тĕслĕ ÿкерчĕксенче кăтартнă, словарьте ăнлантарса панă. Автор ÿкерчĕкĕсемсĕр пуçне текста уçăмлатма ытти художниксен ĕçĕсене те кĕртнĕ.
Паллах, пĕчĕк кĕнекере чăваш тумне туллин кăтартса пама çук. Анчах кунти материалпа паллашни ачасен тăван халăхăн аваллăхне, культурине, йăли-йĕркине тĕплĕнрех пĕлес туртăмне аталантарасса шанас килет. Ку кăларăм ачасемшĕн кăна мар, çитĕннисемшĕн те кăсăклă та усăллă пулĕ. «Кил-йыш валли çырнă кĕнеке», – тесех палăртнă ăна автор.

Алина МАЙОРОВА

Подробнее о книге...


Галерея

Елена Енькка-В мире чувашского костюма Елена Енькка2 Енькка Е. В мире чувашского костюма-images-12 Енькка Е. В мире чувашского костюма-images-13 Енькка Е. В мире чувашского костюма-images-16 Енькка Е. В мире чувашского костюма-images-17 Енькка Е. В мире чувашского костюма-images-34 Енькка Е. В мире чувашского костюма-images-35 Енькка Е. В мире чувашского костюма-images-40 Енькка Е. В мире чувашского костюма-images-41