«Чăваш романĕ» III литература конкурсĕн çĕнтерÿçине палăртрĕç
18 октября 2025
Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш романĕ» III литература конкурсне пĕтĕмлетрĕ.Пултарулăх ăмăртăвĕ çулталăка яхăн пычĕ – ĕçсене 2024 çулхи раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 2025 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнчĕç. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – хальхи чăваш литературине тата пысăк калăпăшлă хайлавсене аталантарасси.
Конкурса тăратнă ĕçсемпе жюри членĕсем тимлĕ паллашрĕç, вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Анатолий Хмыт паллă çыравçăн «Хазара» алçырăвĕ мала тухрĕ. Çитес çул вăл Чăваш кĕнеке издательствинче тухĕ.
Анатолий Дмитриевича чун-чĕререн саламлатпăр, малалла та тухăçлă ĕçлеме çирĕп сывлăх, вăй-хал, хавхалану сунатпăр!
Галерея