«Чăваш романĕ» III литература конкурсĕ иртет
15 января 2025
Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш романĕ» литература конкурсне виççĕмĕш хут ирттерет.Конкурса тăратнă ĕçсем чăвашла çеç пулмалла, урăх чĕлхерен чăвашла куçарнă хайлавсене пăхса тухмаççĕ. Конкурса халиччен кĕнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшăнмалла.
Конкурса тăратакан хайлавсен тематики ирĕклĕ, калăпăшĕ – А4 форматпа 700 страницăран ытла мар.
Уйрăм страницăсенче:
1) авторăн ятне-шывне (литературăри псевдонимне, паспортри ячĕпе хушаматне);
2) хайлав ятне чăвашла тата вырăсла;
3) хайлавăн кĕске аннотацине чăвашла тата вырăсла
4) автор адресне, телефон номерне, электрон почтине (пур пулсан)
5) авторăн чăвашла тата вырăсла çырнă кĕске биографине хатĕрлесе памалла.
Конкурс ĕçĕсене 2025 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен (авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче юлашки кун йышăнаççĕ) fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтăпа çак адреспа ярса памалла: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, «Чăваш романĕ» конкурса».
Тĕплĕнрех Положенире паллашма пулать.
Чи интереслĕ хайлавсене кĕнекен хатĕрлесе кăларма тематика планне сĕнĕпĕр. Çырăр, хутшăнăр, вулакансене савăнтарăр!