Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш романĕ çырма йыхравлатпăр

29 января 2025

Чăваш чĕлхи сирĕн тăван чĕлхе-и? Романсене вулатăр кăна мар, çыратăр та-и? Тен, хальлĕхе калăпăшлă жанрпа ĕçлесе курман, анчах пултарассăн туйăнать-и? Эппин, «Чăваш романĕ» конкурса хутшăнма сĕнетпĕр.

Чăваш кĕнеке издательстви ку пултарулăх ăмăртăвне виççĕмĕш хут ирттерет. Конкурса чăвашла хайланă, хальччен кĕнекен пичетленмен алçырусене йышăнаççĕ. Ют чĕлхерен /урăх авторăнне/ чăвашла куçарнă романа хак памаççĕ. Тематики ирĕклĕ, А4 форматпа 700 страницăран ытла иртсе каймалла мар кăна. Уйрăм страницăсенче палăртмалли информаци:
1. авторăн тулли ячĕ /пур пулсассăн – псевдонимĕ/;
2. хайлав ячĕ /чăвашла тата вырăсла/;
3. хайлавăн кĕске аннотацийĕ /чăвашла тата вырăсла/;
4. авторăн адресĕ, телефон номерĕ, электрон почти;
5. авторăн кĕске биографийĕ /чăвашла тата вырăсла/.
Конкурс ĕçĕсене 2025 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтăпа çак адреспа ярса памалла: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, «"Чăваш романĕ" конкурса». Тĕплĕнрех Положенире паллашма пулать. Ăна Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче «Акцисем» пайра вырнаçтарнă.
Чи интереслĕ те паха роман издательствăн тематика планне кĕрĕ, кĕнекен пичетленсе тухĕ. Аса илтеретпĕр: малтанхи çĕнтерӳçĕсем Аркадий Русаковпа Ангелина Павловская пулнăччĕ. Аркадий Никандровичăн «Турхан сăмахĕ» вулакан патне пĕлтĕр çитрĕ, Ангелина Ивановнăн «Çутă ĕмĕт çунатлă» произведенийĕ кăçал кун çути курĕ.
Çырăр, хутшăнăр! Чăваш вулаканĕсем сирĕн хайлавăрсене кĕтеççĕ.

См.также по теме...