Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем – «САС» радиокăларăм хăнисем

19 августа 2025

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш кĕнеке издательствин маркетинг пайĕн пуçлăхĕ Елена Иванова, ача-пăча тата илемлĕ литература редакторĕ Ольга Иванова (Австрийская) Чăваш наци радиовĕнче Светлана Асамат ертсе пыракан «САС» кăларăмăн хăнисем пулчĕç.

Калаçу çĕнĕ кĕнекесем тавра йĕркеленчĕ. Елена Николаевна вĕсем еплерех тата мĕнле регионсенче саланни, ăçта туянма май пурри çинче чарăнса тăчĕ, тĕрлĕ хулари куравсене хутшăнни çинчен каласа пачĕ. Ольга Михайловна ача-пăча литературин çĕнĕ хайлавĕсемпе паллаштарчĕ, Раиса Воробьевăн, Светлана Гордеевăн, Иван Прокопьев-Чуралĕн, Галина Матвеевăн сăввисене вуласа пачĕ.
Паян, çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче, çак кăларăм 16 сехет те 10 минутра эфира тухĕ. Тепĕр хут ăна юнкун 11 сехет те 10 минутра, кĕçнерникун 20 сехет те 10 минутра итлеме пулать.

#Чӑвашнацирадиовӗ #радио #сас #писательсем #Чӑвашкӗнекеиздательстви


Галерея

IMG_20250818_154405 IMG_20250818_154352 IMG_20250818_171017 IMG_20250818_154414