«Чăваш çыравçисем – фронтра» кăларăмăн 2-мĕш кĕнеки пичетленчĕ
23 апреля 2025
2025 çул – Çĕнтерÿ çулталăкĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăранпа 80 çул çитет. Чăваш кĕнеке издательствинче çак паллă пулăма халалласа «Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте» кăларăмăн 2-мĕш кĕнеки кун çути курчĕ. Ăна Эвелина Малеева, Ольга Федорова, Татьяна Захарова тата Алексей Кузьмин пухса хатĕрленĕ, ÿнерçи – Дмитрий Литаврин. Кĕнекене Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă чăваш писателĕсемпе Чăваш çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ вырăсла çыракан калем ăстисене кĕртнĕ. Кăларăм вĕсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарать, унта вăрçă темипе хайланă произведенисене кĕртме тăрăшнă. Иккĕмĕш кĕнекене проза тата драматурги жанрĕпе çырнă хайлавсем кĕнĕ. Авторсене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă.
Кĕнекен проза пайĕнче вулакансем Илпек Микулайĕн, Кăтра Мишшин, Мĕтри Кипекĕн, Алексей Медведевăн, Куçма Пайрашăн, Василий Ржановăн, Владимир Садайăн, Николай Стуриковăн, Хĕветĕр Çиттан, Алексей Талвирăн, Прохор Трофимовăн, Илле Тукташăн, Хветĕр Уярăн, Герасим Харлампьевăн, Алексей Чистяковăн, Николай Чурбайăн, Сергей Юшковăн, Александр Яндашăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашма пултарĕç.
Драматурги пайĕнче вара Михаил Акимов-Аруйăн, Василий Алагерăн, Никифор Мранькан, Тихăн Петĕрккин драмăлла хайлавĕсене вулама пулать.
Унсăр пуçне «Чăваш çыравçисем – фронтра» хайлав пуххипе пĕрле фронтовик çыравçăсен карточка пуххине хатĕрленĕ. Вăл хушма материал шутланать. Карточкăн пĕр енче писателĕн сăнÿкерчĕкне тата биографине вырнаçтарнă, вăрçăра тăшманпа çапăçнă тапхăра пысăк тимлĕх уйăрнă.
Карточкăн тепĕр енче çыравçăн кĕнекисене палăртнă. Кунта авторăн хайлав пуххине кĕмен сăввисемпе, сборникран илнĕ хайлав сыпăкĕпе е çывăх çыннисем патне çырнă çырăвĕсемпе паллашма пулать.
Пĕрремĕш кĕнеке 2024 çул вĕçĕнче кун çути курнă, унта поэзи тата проза жанрĕсемпе çырнă хайлавсем кĕнĕ.
Галерея