«Çĕнĕ кĕнеке» радиокăларăмра – «Тилӗ юмахӗсем» кӑларӑм çинчен
27 апреля 2026
Чăваш радиовĕн эфирĕнче тухакан «Çĕнĕ кĕнеке» кӑларӑм радио итлекенсене интереслĕ хайлав пуххисемпе тӑтӑшах паллаштарать. Ăна Ольга Тургай шеф-редактор тата çыравçă хатĕрлесе ертсе пырать. Кăларăм хăни – кĕнеке авторĕ е пухса хатĕрлекенĕ – произведени çуралнин вăрттăнлăхĕсене уçса парать.
Хальхинче радио итлекенсем Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ «Тилӗ юмахӗсем. Сказки про лису» кӑларӑмпа паллашма пултарĕç. Унта чăваш халăхĕн тилĕ çинчен калакан вун виçĕ юмахĕ кĕнĕ. Вĕсене икӗ чӗлхепе пухса йĕркеленĕ, вырăсла куçараканĕ – Ольга Васильева. Кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли хатĕрленĕскерне Юлия Лутошкина ӳнерҫӗ илемлетнӗ.
«Ҫӗнӗ кӗнеке» кӑларӑм Чӑваш радиовӗн хумӗсем ҫинче ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 7 сехет те 10 минутра эфира тухӗ. Итлеме ан манӑр!
Сăнӳкерчĕксенче:
1. Чăваш патшалăх телерадиокомпанин радио пайĕн шеф-редакторĕ, «Çĕнĕ кĕнеке» кăларăм авторĕ Ольга Тургай тата Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ, «Тилӗ юмахӗсем» кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ Ольга Иванова.
2. «Тилӗ юмахӗсем. Сказки про лису» кĕнеке.
Галерея