Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Çĕнĕ кĕнеке» радиокăларăмра – «Чӑваш ҫыравҫисем ‒ фронтра» хайлав пуххи çинчен

23 мая 2025

Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова «Чăваш Ен» патшлăх телерадикомпанийĕн радиовĕнче пулчĕ, Ольга Тургай шеф-редакторпа «Çĕнĕ кĕнеке» кăларăм валли передача хатĕрлерĕç. Калаçу Чӑваш кӗнеке издательствинче кăçал кун ҫути курнӑ «Чӑваш ҫыравҫисем ‒ фронтра. Чувашские писатели ‒ на фронте» кӑларӑмӑн иккӗмӗш кӗнеки çинчен пулчӗ. Ольга Леонидовна сборник тата карточка пуххин хӑйнеевӗрлӗхӗ, издательство ҫак хайлав пуххине тӗпе хурса ирттерекен «Фронтовик çыравçăсене вулатпăр» акци çинчен каласа пачĕ.
Ольга Тургай хатĕрлесе ертсе пыракан «Çĕнĕ кĕнеке» кăларăм çитес тунтикун, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшĕнче, ирхи 7 сехет 11 минутра эфира тухĕ.