Çĕнĕ кĕнеке çинчен – радиокăларăмра
19 февраля 2025
Аслă Çĕнтерĕве çывхартнăранпа 80 çул çитнине халалласа Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть «Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте» кăларăмăн 1-мĕш кĕнеки кун çути курчĕ.Ăна Эвелина Малеева, Ольга Федорова, Татьяна Захарова тата Алексей Кузьмин пухса хатĕрленĕ. Кĕнекене Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă чăваш писателĕсемпе Чăваш çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ вырăсла çыракан калем ăстисене кĕртнĕ.
Чăваш радиопа Ольга Тургай хатĕрлесе ертсе пыракан «Çĕнĕ кĕнеке» радиопередачăн черетлĕ кăларăмне шăпах çак хайлав пуххине халалланă. Эвелина Малеева тата Ольга Федорова алçырупа еплерех ĕçлени çинчен тата кĕнеке хăйне евĕрлĕхĕ çинчен каласа пачĕç.
https://chgtrk.ru/radio/programmy/n-kneke/n-kneke-pisatelsem---frontra-12022025
Галерея



