Çĕнĕ кăларăм тилĕ юмахĕсемпе паллаштарать
04 декабря 2025
Чăваш халăх сăмахлăхĕнче тилĕ çинчен хайланă чылай юмах-халап, каларăшпа тупмалли юмах упранать. Çак чĕрчун чееленме, ют пурлăха хапсăнма юратнине шахвăртса: «Тилĕ куçĕ тĕлĕкре те чăх курать. Хĕрлĕ хĕрлемес хир чăххине хĕрхенмест», – тенĕ ваттисем. Анлă сарăлнă шухăш мĕн пĕчĕкрен пирĕнте те çирĕпленнĕ. Кам-ха тилле пархатарлă сăнарсен йышне кĕртĕ?
Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă çĕнĕ кăларăм – «Тилĕ юмахĕсем. Сказки про лису» – хĕрлемесĕн «таса ятне» тавăрмасть пулин те, ун çине урăхла куçпа пăхма хистет. Кăларăма (тиражĕ – 1000 экземпляр) чăваш халăхĕн тилĕ çинчен калакан вун виçĕ юмахĕ кĕнĕ. Вĕсене пухса йĕркелекенĕ тата редакторĕ – Ольга Иванова.
Кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли хатĕрленĕ кĕнеке чи малтанах илемлĕ ӳкерчĕксемпе тыткăна илет. Пултаруллă ӳнерçĕн – Юлия Лутошкинăн – ĕçĕсем хĕвел пек ăшă кăмăллă, çуллахи кун пек çутă, çырла уçланки пек хитре. Пăхса ытармалла мар чипер!
Акă пĕрремĕш юмахра тилĕ тус карчăкпа старик умĕнче хăйне еплерех сăпайлă та асăрхануллă тыткалать. Малалла вуланă май çакна пĕлетпĕр: тилĕ япшар калаçсах кĕпеллĕ-хушпуллă та, мăй çыххипе сулăллă та пулать. Юлашкинчен мĕнпур мулпа вăрмана тухса шăвăнать. Çĕнĕ çĕлĕк çинчен ĕмĕтленекен карчăкпа старик вара çăвар карса юлаççĕ...
Ку хайлаври тилĕ эпир курма хăнăхнă пек чее, тавçăруллă. Кĕнекере раснарах кăмăллисем те пур. Пĕрисем мĕскĕн те хуйхăллă, вĕсене шеллес килет. Теприсем ырă кăмăлĕпе палăраççĕ, кăткăс лару-тăрура ытти чĕрчунпа вĕçен кайăка кăна мар, этеме те пулăшаççĕ («Тилĕпе старик», «Пайкие»). Виççĕмĕшĕсем хĕрхенӳ мĕнне вуçех пĕлмеççĕ, тӳрех тавăрма, тĕп тума хатĕр («Тилĕпе чăх», «Арăслан, кашкăр тата тилĕ», «Тилĕпе выçă кашкăр»). Тăваттăмĕшĕсем айванлăхĕпе хапсăнчăклăхне пула хăйсен кун-çулне хăйсемех тирпейлеççĕ («Автанпа тилĕ», «Тилĕпе тăрна»). «Чее тилĕ те читлĕхе лекет», – тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Çаврăнăçулли те çакланать тĕк ăсран айванраххи çинчен мĕн каламалли пур? Ăс – укçа мар, кивçен илеймĕн. Çавă çеç.
Тантăшăмăрсем, кĕнекемĕр çула тухнă тет. Вăл сире хăйĕн юмахĕсене юптарса парасшăн. Эппин, кĕтсе илĕр ăна, хапăлласа йышăнăр!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Галерея