Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Çеçпĕл Мишшин хайлавĕсем чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ

09 января 2025

2024 çул чăваш литературинче Çеçпĕл Мишши (1899–1922) çулталăкĕ пек палăрчĕ – чăваш совет поэзийĕн никĕслевçи çуралнăранпа 125 çул çитнине анлăн паллă турĕç.

Чăваш кĕнеке издательстви те тухăçлă ĕçлерĕ – ачасем валли Сергей Павловăн «Кам-ши вăл, Çеçпĕл? Кто он, Сеспель?» илемлĕ кăларăм кун çути курчĕ. Аслисем валли вара поэтăмăрăн «Çĕнĕ пурнăç хĕвелĕ. Солнце новой жизни» хайлавсен пуххийĕ пичетленчĕ. Пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Александр Федоров.
Кăларăма икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатĕрленĕ, хайлавсене çырнă çулне кура вырнаçтарнă, куçару умне (*) паллă лартнă. Чылай сăввине Петĕр Хусанкай чăваш халăх поэчĕ куçарнă.
Çеçпĕл Мишшин çырнисен пуххийĕ 1959, 1989, 1999 тата 2012 çулсенче кун çути курнă. Çĕнĕ кăларăма 1989 çулта тухнине тĕпе хурса хатĕрленĕ. Çĕнĕ кĕнеке тăватă пайран тăрать. Малтанах вулакансем поэтăн чуна хумхатакан сăввисемпе тата çырма палăртнисемпе паллашма пултарĕç.
Иккĕмĕш пайне икĕ хайлав – «Вăрман ачисем» тата «Юншăх» калавсем – кĕнĕ. Виççĕмĕш пайĕнче çыравçă пултарулăхне кăмăллакансем «Упик» драмăпа паллашма пултарĕç. 1959 çулта кун çути курнă хайлавсен пуххинче çак хайлав «Чăваш поэчĕ» ятпа тухнă. Поэт шăллĕ Гурий Кузьмин аса илнĕ тăрăх, пьесăн ячĕ пулман, ăна хайлаври пĕр сăнар ячĕпе «Упик» тесе ят панă. Вăл виçĕ пайран тăнă, анчах та поэт хайлав çырнă тетраде çунтарса янă. Мĕн сăлтавпа-ши? Кун пирки кĕнекере вуласа пĕлме пулать.
Кăларăма çавăн пекех Анастасия Червякова патне çырнă 99 çыру кĕнĕ. Вĕсемпе вулакансем паллашнă та ĕнтĕ, эпистолярлă эткерлĕх поэт пултарулăхĕнче хăйне уйрăм вырăн йышăнать. Пирвайхи хут вĕсем туллин 1989 çулта кун çути курнă «Çырнисен пуххинче» вырăсла пичетленнĕ.
Çĕнĕ кăларăмра сăвăçăн Анастасия Червякова патне çырнă çырăвĕсем тÿрех икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – хатĕрленĕ. Вĕсене Юрий Сементер чăваш халăх поэчĕ куçарнă. Хăш-пĕрне Юрий Семенович ятарласа çак кăларăм валли хатĕрленĕ, унччен куçарман.
Кĕнеке Çеçпĕл Мишши пултарулăхне сума сăвакансемшĕн, чăваш литературине кăмăллакансемшĕн паха парне пуласса шанас килет.