Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Çавра çулĕ тĕлне – кĕнеке

26 июня 2026

Чăваш халăх поэчĕн ятне чи малтан тивĕçнĕ /1936/ Николай Полоруссов-Шелепи /1881–1945/ çуралнăранпа кăçал 145 çул çитрĕ. Николай Иванович 1881 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Чистай уесĕнчи /халĕ Тутар Республикинчи Аксу районĕ/ Çĕнĕ Ӳселте çуралнă. Мăкшăелĕнчи пуçламăш шкулта пĕлӳ илнĕ. Октябрь революцийĕччен халăх шкулĕнче учительте ĕçленĕ. 1903–1905 çулсенчех сăвăсем шăрçаланă, чăваш халăх юррисене пухнă. 1906 çулта «Хыпар» хаçатра унăн «Раççей» тата «Çĕлен» сăввисем кун çути курнă. 1922 çулта Н. Шелепи Шупашкара куçса килнĕ, литература ĕçне пикеннĕ. Поэт ачасем валли те чылай хайлав çырнă, вĕсене кĕнекен кăларнă: «Кушакпа автан» /1926/, «Ача-пăча сăввисем» /1936/, «Сăвăсемпе юрăсем» /1941/, «Тискер кайăксем» /1944/, «Пирĕн юрă» /1951/ т. ыт. те. Николай Иванович 1945 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Çыравçăн çавра çулĕ тĕлне Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Çурхи сасăсем. Весенние голоса» кăларăмĕ /тиражĕ – 1520 экземпляр/ тухрĕ. Кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕскерне авторăн 1936 çулта пичетленнĕ хайлав пуххинчи сăввисем кĕнĕ. Вырăсла вĕсене Лев Коробов поэт тата прозаик куçарнă. Редакторĕ – Надежда Вечеркина. Светлана Бритвина ӳнерçĕн хӳхĕм ӳкерчĕкĕсем сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççĕ, пĕчĕк вулакансене тӳрех илĕртеççĕ.

Николай Шелепин сăввисем уçă кăмăллăхĕпе, чĕрĕлĕхĕпе палăрса тăраççĕ. Вĕсенче поэт XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи ачасен пурнăçне сăнласа панă. Çавна май кунта Ленин çулĕпе утакан пионерсем те /«Телейлĕ ачасем»/, акари колхозниксем те /«Тăри юрри»/, колхоз хирĕ-сачĕпе тырри-пулли те /«Ушкăн шăнкăрчă», «Çуркунне», «Сар кайăк», «Пан улми чечекĕ», «Пыл хурчĕсен юрри»/ тĕл пулаççĕ.

Çутçанталăк ӳкерчĕкĕсене, тискер чĕрчунсен тата кайăк-кĕшĕк тĕнчине автор асра юлмалла калăпланă. Унăн хайлавĕсенче çуркунне те чĕрĕ сăнар пек тухса тăрать – хирсене лăпка-лăпка хĕл ыйхинчен вăратать /«Вĕçсе килчĕ çуркунне»/. Пур йывăçран маларах чечеке ларакан, шурă кăчкă кăларакан çӳçе те этем чĕлхипе калаçать – халтан кайнă пыл хуртне чĕртсе тăратать /«Çӳçе»/. Тăван тавралăх хĕл ыйхинчен вăраннă тапхăра уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă сăвăç. Çутçанталăк чĕрĕлĕвĕ ăна чăннипех хавхалантарни сисĕнет. Кĕнекепе паллашсан пыл хурчĕсем мĕн каласа юрланине те, хĕвелçаврăнăш мĕне мухтанине те пĕлме пулать.

Кăларăмра кашкăрпа тилĕ тус, упапа курак, чĕкеçпе шăпчăк тата курăк хăйсем çинчен пĕрремĕш сăпатран каласа параççĕ. Çавăнпа вĕсем çинчен çырнă сăвăсем тата интереслĕрех янăраççĕ, сăнарлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Тĕрĕслĕхе ачасенчен пытарса тăмасть автор, мĕнле пур, çапла илсе парать. Тĕслĕхрен:

Эпĕ – упа утаман,

Ик урапа утакан,

Пур кайăкран хытăрах

Мĕкĕрттерсе улакан.

 

Çăва тухсан вăрманта

Вĕллесене ватакан,

Тутлă пылне çиекен,

Ĕнесене тытакан…

/«Упа»./

Кĕнеке икĕ чĕлхепе пулнипе Николай Шелепин пултарулăхĕпе халĕ чăвашла пĕлмен ачасем те паллашма пултараççĕ.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ