Çавăн пек еткерлĕх те пулать
24 апреля 2025
Чăваш кĕнеке издательствинче «Ют çын ачи» ятлă кĕнеке пичетленсе тухрĕ.Авторĕ — Валентин Константинов. Кăларăмри произведенисене икĕ ушкăна пайласа вырнаçтарнă. Пĕрремĕшне «Чăт, тата кăштах чăт...» повесть, «Стандартсăр кинемей», «Ют çын ачи», «Алевтина», «Симĕс курăк, шурă лаша, кăвак тӳпе, Анукпа Хĕветĕр» калавсем кĕнĕ. Иккĕмĕш пайĕнче пĕтĕмпех — шӳтлĕ-мыскараллă кĕске-кĕске хайлавсем.
Пĕр сумка кирпĕч тултарса Мускава выставкăна кайса килнĕ Сахрун Ваççильчран (мĕн тумастăн-ши чаплă пулас килнипе!), хĕрарăмсем умĕнчи хăюсăрлăхне пĕтерессишĕн хитре майра хыççăн лавккаран лавккана сĕтĕрĕнсе çӳресе пур-çук укçине кирлĕ мар япала туянса пĕтернĕ Миша Сорокинран (ăсĕ пур-ха ун, МГУ студенчĕ вăл), тикĕт пек хура сăнлă Сариванран (хура пулсан та хĕрарăмсем питĕ юратаççĕ мура), пĕр эрне пуринчен те пытанса пурăннă пуховăй качакаран (выльăхăн та сисĕмлĕх пурах çав), хурчăка мăшкăлĕ пулнă Уринепе Петĕртен (ах, çав сăра саккине!), ытти геройсенчен кулмасăр чăтма çук. Пурне те мар пулин те, ун йышшисене эпир хамăр хушăра та куратпăр вĕт. Шӳтлĕ хайлавсене пĕр ярăма пĕрлештерсе «Пурнăç мыскарасăр мар» ят панă.
Вулакана калаçтараканни, тавлаштараканни — пĕрремĕш пайра. «Тĕрĕслĕх пурах тĕнчере» ятлă вăл. Кунти кирек хăш калава вуласа тухсан та шухăша каймалли пурах. Ялта пурăнакан кинемей, хăй ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут больницăна выртнăскер, пĕр килнĕ чух пĕтĕм чирĕнчен сываласшăн та — ун пек юрамасть иккен, сиплев стандарчĕ ирĕк памасть. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмех ĕнтĕ Кĕтерне. Вĕсем кăна сывлăхĕ çинчен шутламасăр кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçлеме пултараççĕ. «Ман анне пек», — тейĕ вулакансенчен нумайăшĕ. Стандартсăр кинемей кирлĕ пулăшăва туллин илейменни кăштах пăшăрхантарать те, кăмăл хуçăлсах юлмасть. Мĕншĕн тесен лешĕ çынна шанса пурăнма хăнăхман, çутçанталăк мĕн панипе усă курса сывлăхне тытса тăма вĕреннĕ.
«Чăт, тата кăштах чăт...» повеçри эстрада юрăçи Маргарита, унăн упăшки пулнă Емцов, Маргаритăн çĕнĕ савнийĕ Аристарх пирки вулакансем тĕрлĕрен каласса малтанах пĕлсе тăратпăр. Аристарха ытлашши çемçешке пулнăшăн, Маргаритăна вара упăшкинчен уйрăличченех тепĕр арçынпа çывăхланнăшăн тиркекенсем те пулĕç, тен. Çапах та вулакан кăмăллăнах уйрăлать ку повеçĕн тĕп геройĕсемпе, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен телейне тупаççĕ. Пурнăçра пуриншĕн те явап тытма тивет. Авторăн çак шухăшĕ «Алевтина», «Симĕс курăк, шурă лаша, кăвак тӳпе, Анукпа Хĕветĕр» ятлă калавĕсенче те палăрать.
«Ют çын ачи» калав çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Ватлăх çулĕсене çитнĕ çын, Василий Павлович, хăйĕн виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерне сутса пĕр пӳлĕмлине куçать. Хваттер сутнă укçине вара пĕртен-пĕр хĕрне те мар, мăнукне те мар, урамра курса паллашнă Анатолие парать. Лешĕн пĕчĕк хĕрачи питĕ чирлĕ, ăна сыватма ют çĕршыв клиникине илсе каймалла, анчах укçа çук. Урамра тăрса пĕчĕккĕн тупкалать-ха вăл, анчах хăçан пухса çитерĕн кун пек, ачин сывлăхĕ вара кĕç-вĕç татăлса каяс çип пек.
«Ют çын ачи» калаври ĕç тĕп хулара пулса иртет. Чирлĕ ачисене сыватма укçа пухакансене кашни хуларах тĕл пулма пулать. Йĕркелĕхе хураллакансем асăрхаттарнă тăрăх, ун пеккисем хушшинче çынсен ырă кăмăллăхĕпе усă куракан ултавçăсем те пулма пултараççĕ. Василий Павлович та çакна пĕлмест мар. Пурнăç курнă çын чун-чĕри сисĕмлĕ: Анатолий суйманнине туять вăл.
Юрĕ, Анатолий чăннине калать тейĕпĕр. Анчах та пурне те пулăшса çитереймĕн, пурнăçра нушана кĕрсе ӳкекенсем сахал мар вĕт. Вулакана ĕнентерме тата витĕмлĕрех сăлтав кирлĕ. Василий Петровичăн пур çавăн пек сăлтав. Пач пĕлмен ют çынсене пулăшса вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă, тахçанах çĕре кĕнĕ ашшĕн парăмне татасшăн, кая юлса та пулин унăн чунне çăмăллăх кӳресшĕн. Василий Павловичăн ашшĕ вăрçă вăхăтĕнче летчик пулнă иккен, партизансем патне час-часах вĕçнĕ, вĕсем валли хĕç-пăшал, апат-çимĕç леçнĕ, каялла килнĕ чух аманнисене илсе тухнă. Ун чухнехи çирĕп саккунсем приказран пăрăнма ирĕк паман. Çав çирĕплĕхе пулах пĕррехинче вăл чирлĕ пĕчĕк хĕрачана самолет çине илеймест. Вырăн çук ăна валли, летчикăн аманнă партизансене илсе тухмалла. Хăйĕн çапла тума тивнишĕн летчик çул тăршшĕпе куççуль юхтарать. «Халь пулсан хама айăпласса та пăхса тăмăттăм, лартса тухăттăм çав хĕрачана», — тесе ĕмĕрĕ тăршшĕпе ӳкĕнсе пурăнать Василий Павловичăн ашшĕ. Çав парăмпах çĕре кĕрет. Ăна канăç паман ӳкĕнӳ ывăлне куçать. Çавăн пек еткерлĕх те пулать иккен пурнăçра.
Василий Павлович чăннипех те ырă чĕреллĕ çын. Ан тив, кӳрентĕрех пĕртен-пĕр хĕрĕ, вăл выçă лармасть, çĕтĕк çӳремест, килсĕр те мар. Тулли пурнăçпа пурăнаканскерĕн ашшĕ патне пырса çӳреме те вăхăт çук авă.
Нушана кĕрсе ӳкнĕ çемьери ачана вилĕмрен çăлса хăварса ватă арçын хăйĕн чунĕ валли те канăçлăх тупать. Хӳтлĕх те, кил ăшши те парать ăна ют çемье.
Калав кирек камăн чунне те хускататех. Ахальтен мар унăн ятне кĕнеке хуплашкине кăларнă.
Кĕнекене Г.А. Антонова редакциленĕ, И.Е. Калентьева ӳнерçĕ илемлетнĕ.
Галина МАТВЕЕВА
Галерея

