Аслă Çĕнтерĕве халаланă кĕнеке
17 февраля 2025
Чăваш кĕнеке издательствинче «Аслă Çĕнтерÿ мăнаçлăхĕ» кăларăм кун çути курчĕ.Унта калавсем, поэмăсем, сăвăсем тата баллада кĕнĕ. Пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ – Владимир Степанов. Кăларăм Тăван çĕршывăн аслă вăрçин тематикине çупăрлать – миллионшар çын фронтра тата тылра туптанă Çĕнтерӳ 80 çул тултарнине халалланă ăна. Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ахрăмĕ пирĕн чунра паян кунччен янăрать. Чăваш Енрен фронта 208 пин çын кайнă, вĕсенчен 106 пинĕ каялла таврăнайман.
Кĕнекен хайне евĕрлĕхĕ – кăларăма вăрçа хутшăнман тĕрлĕ ӳсĕмри авторсен (Василий Кервен, Владислав Николаев, Сергей Павлов, Светлана Петрушкина, Ольга Рубцова, Владимир Степанов, Анатолий Хмыт, Айсан Термен, Денис Гордеев, Александр Ильин, Галина Матвеева, Юрий Сементер) хайлавĕсене кĕртни. Вĕсем, Анатолий Хмыт Афган вăрçин ветеранĕсĕр пуçне, çапăçусенче пулса курман, çар опычĕ пухман. Çак меслет Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ыратăвĕ-хуйхи ăрусен ылмашăвĕнче тата пурнăç улшăнăвĕнче мĕнлерех аталанса пынине литература хайлавĕсем витĕр уçăмлăн палăртать. Произведенисем калăпăшĕпе пысăк мар, çавăнпа вăрçă тематикине пайрăшăн çутатма меллĕ, çакă сюжетри ĕç-пуçа хăйнеевĕрлех те чĕрĕлех кӳрет.
Хайлавсене çăмăл чĕлхепе калăпланă – авторсем çар искусствипе çыхăннă произведени çырас тĕллев лартман. Хуть те хăш çулти вулаканшăн та, автор мĕнле ӳсĕмри çын пулнине пăхмасăр, сюжет ăнланмалла, геройсен шухăш-кăмăлĕ чуна çывăх. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи тематикине ăша та пуçа хывасси чăваш тĕнчи ытарĕнче пулса пырать.
2025 çул – Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкĕ. Сборник чаплă уявпа килĕшӳллĕн кун çути курнă.
Владимир СТЕПАНОВ