Асамлăха ĕненме вĕрентекен кĕнеке
10 сентября 2025
«Çунуна çулла хатĕрле, урапуна – хĕлле», – тенĕ ваттисем. Çакна шута илсе Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем «хĕллехи» кăларăмсене пичетлесе кăларас тĕлĕшпе халех ырми-канми тимлеççĕ. Сиссе те юлаймăн – Çĕнĕ çул çитсе тăрĕ. Парнесемсĕр вара мĕн уявĕ пултăр?
Нумаях пулмасть Екатерина Бриллиантăн /Иванова/ «Там снег и чудеса! Асамлă уяв килет юрпа!» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕскерне авторăн чăвашла тата вырăсла çырнă кĕске сăввисем кĕнĕ. Вĕсене Екатерина Алексеевна хăех ӳкерсе илемлетнĕ. Редакторĕ – Надежда Вечеркина. Тиражĕ – 600 экземпляр.
Сăвă пуххине хĕллене тата ачасен юратнă уявне – Çĕнĕ çула – халалланă. Умсăмах тӳрех юмах тĕнчине ертсе каять: «Шап-шурă сивĕ хĕл килет... Тĕнчене йĕри-тавра асамлăх ярса илет, кашнин ăшĕнчех пĕр сисмесĕр шăппăн та çăмăллăн уяв туйăмĕ çуралать. Шкапсенчи тусанлă картон коробкăсенчен елка теттисем тухаççĕ, пĕлтĕрхи хĕлĕн ытарлă саманчĕсене аса илтереççĕ, чӳречесенче сенкер çутăсем çутăлаççĕ. Пуçра тӳрех çапла шухăш çуралать: çывăх çынсене мĕн парнелемелле-ши? Çак уява кашни çыннăн савăнăçлăн кĕтсе илес килет-çке...»
Вулакан кунта пысăк михĕллĕ Хĕл Мучие, Юр пикене, асамçа, кушак аçине, хаваслă ачасене тĕл пулĕ. Капăр елка теттисем улаха тухаççĕ-мĕн. Хаваслă самантсем татах та пур кĕнекере. Екатерина Бриллиантăн лирика харкамçи тавçăруллă, тем те пĕр шухăшласа кăларма ăста:
Килте чăрăш пулмасассăн
Ун вырăнне кактус ил.
Хитре теттесем çаксассăн
Юлташсене чĕнсе кил.
Сăвăсем сăнарлă шухăшлава аталантарма пулăшаççĕ. Автор пĕчĕк вулакансене çут тĕнчене хăйне евĕрлĕ курма вĕрентет:
Улма кăвак ăйăрсем,
Пан улмипе хурĕсем!
Савăнăçлă ачасем –
Хĕрлĕ улма пичĕсем!
«Там снег и чудеса! Асамлă уяв килет юрпа!» кĕнеке ывăлăрсемпе хĕрĕрсен кăмăлне каясса шанатпăр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Галерея