Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Артей» сăвăлла юмах пичетленчĕ

09 июля 2025

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Геннадий Челпирăн «Артей» кăларăмĕ кун çути курчĕ.

Ăна икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕ. Геннадий Васильевичăн сăвăлла юмахне вырăсла куçараканĕ – Вера Никитина. Редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Татьяна Бурдина. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Кĕнеке авторĕ Геннадий Челпир (Тимофеев Геннадий Васильевич) Пушкăртстанри Çтерлĕпуç тăрăхне кĕрекен Тетĕрпуç ялĕнче 1963 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Вăл – поэт, драматург, Чăваш Республикипе Раççей Федерацийĕн Çыравçисен пĕрлĕхĕсен пайташĕ. Унăн «Виç кĕтеслĕ юрату» пьеси тăрăх Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ 2017 çулта спектакль лартнă. Çав çулах «Сказочная палитра» театрсен фестивалĕнче трагеди лауреат ятне тивĕçнĕ.
Мĕн çинчен сăмах пырать-ха «Артейра»? Ватă асамçă Кĕмĕлпи ятлă патша хĕрне тăшмансенчен çăлас тесе ĕнче çавăрать. Хăй çăхан пулса тăрать те ăна пĕрле илсе вĕçсе каять. Вăй-халĕ пĕтсе çитсен сĕм вăрманта вырнаçнă ялти пĕр çурта кĕрсе хайхискерне пытарса хăварать. Ĕнчĕ вăхăтлăха кăна хĕре çаврăнма пултарать. Кил хуçи – Артей – хĕре пулăшма сăмах парать, вĕрÿ-суру сĕрĕмне сирес тĕллевпе таçта кайса çухалнă асамçа шырама тухса утать...
Çул çинче тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тивет каччăн. Ылтăн-кĕмĕлпе те, керменпе те, утраври чаплă пурнăçпа та илĕртеççĕ ăна. Ăçталла çул тытнине те манса кайăн.
Кĕвĕ-çемĕ пуçланать,
Выляканĕ хуçланать.
Юрăçи асамласа
Пăтратса ярать ăса.
Ак Артей çиет, кулать,
Мĕншĕн килнине манать...
Çак вăхăтра каччăн амăшĕ Теверук килĕнче кулянса ларать. Кĕмĕлпин шăпи малашне еплерех йĕркеленесси те паллă мар. Усал вара вăй илсех пырать. Пархатарлă сăнарсен ырришĕн çине тăмаллах. Юмах мĕнпе вĕçленнине пĕлес тесен кăларăмпа паллашма сĕнетпĕр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...


Галерея

Геннадий Челпир-Артей Геннадий Челпир Артей-images-29 Артей-images-9