Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Ăннă та ăнман кун» кӗнекене пахаларĕç

11 апреля 2025

Пурнӑҫра пӗр харӑсах ӑннӑ та ӑнман кун пулаять-и? Паллах, пулать! Ӗненмесен Владимир Степановăн «Ăннă та ăнман кун» кӗнекине алла тытма сӗнетӗп.

Вӑл Виталикпа Толик, Владикпа Валерка уйрăлми туссен тата Навуходоносор ятлă лашан ҫавнашкал пӗр кунӗпе паллаштарать. Аслӑ классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӑларӑм кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекине поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе критиксем, преподавательсемпе студентсем тата юрӑҫсем ҫӗнӗ кӗнекен уявне пуҫтарӑнчӗҫ. Мероприятие «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ӗҫченӗ Татьяна Семенова ертсе пычӗ. Чи малтанах Владимир Степанова «Эткер» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева) чӑваш халӑх юррисемпе саламларӗ. Тӑван юрӑ-ҫемӗ кашнин чун хӗлӗхне ҫепӗҫҫӗн сӗртӗнчӗ-тӗр.
Владимир Васильевич кӗнеке ҫинчен калаҫнӑ май хӑй ҫуралса ӳснӗ Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Упамсана аса илчӗ. «Пирӗн ял вӑрман варринче, пысӑк ӗшнере, ларать. Ҫурҫӗр енчен – хура вӑрман. Унта юман, ҫӑка, каврӑҫ ӳсет. Улатӑр еннелле, кӑнтӑралла, каҫсан хура ҫӗр пӗтет, хӑйӑр пуҫланать. Унта хурӑн, ӑвӑс, чӑрӑш ҫитӗнет, кӑнтӑр тайги темелле... Калав никӗсӗнче – чӑн пулнӑ истори. Икӗ сехетлӗхе утта кайса килетпӗр тесе ҫур ҫӗр иртни пӗрреччен ҫӳренӗччӗ. Хайлавра ҫырса кӑтартнӑ пӑтӑрмахсем витӗр хамӑрӑн тухма тивнӗччӗ. Лашине пӑвансем ҫисе яраҫҫӗ тата. Ӑна тӑвармасӑр лав тиесси – хӑйне евӗр ӑсталӑх та паттӑрлӑх», – терӗ ҫыравҫӑ.
Кĕнеке редакторĕ Ольга Иванова алçырупа хăпартланса ĕçленине пытармарĕ. «Владимир Васильевичăн хăйĕн стилĕ, çырас мелĕ. Темиçе предложени вуласанах ку хайлава вăл шăрçаланине пĕлме пулать. Çыравçă тĕлĕнмелле танлаштарусемпе усă курать, пулăмсене час-часах пысăклатса кăтартма юратать, сăнарĕсем хăйсенчен те, пĕр-пĕринчен те тăрăхласа-йĕплесе илме ăста», – палăртрĕ Ольга Михайловна.
Василий Кервен поэт ун сӑмахӗсене ҫирӗплетсе Упамсара чӑннипех хаяр пӑвансем – ҫерҫи пысӑкӑш – пулнине пӗлтерчӗ. Василий Гаврилович ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ-ҫке. Тӑван тӑрӑха ӑшӑ кӑмӑлпа аса илнӗ май унӑн сӑн-пичӗ йӑлтӑр ҫуталчӗ. «Пирӗн ял йӗри-тавра – вӑрман. Чи ҫывӑх ял ҫичӗ-сакӑр ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ҫапах кунтан ҫыравҫӑсем тухмаллах пулнӑ. Эпӗ – Упамсари пӗрремӗш писатель те журналист. Кайран тата пулчӗҫ вӗсем... Владимир Степанов калавӗнче гиперболӑсемпе анлӑ усӑ курать, эпӗ – ытларах танлаштарусемпе», – терӗ сӑвӑҫ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров кӗнекене тӗплӗн тишкерчӗ. «Ача тӗнчине лайӑх пӗлет автор. Ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑнтарса тӗрлӗ пулӑма лайӑх уҫса парать. Ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ мӗнре-ха? Вӑл ӑннинче. Калавра та ачасен ӗҫӗ тӳрех мар пулин те, кайран ӑнать. Тантӑшсем хӑйсем валли савӑнӑҫ тупаҫҫех. Ҫак кӑларӑм паянхи ҫамрӑксене кирлех, мӗншӗн тесен ача ӗҫпе ҫитӗнсе Тӑван ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пулать. Ӗҫ этеме нихӑҫан та пӑсмасть», – пӗтӗмлетрӗ Геронтий Лукиянович.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Николай Осипов критик та В. Степановӑн калавне ырларӗ. «Хӑш-пӗр писатель кӗнеке шутне юратса шӑрҫалать. Степанов вара чунтан ҫырать – ҫырас килсен, чӑнах та илемлӗ литература хайлавӗ пултӑр тесе. Ҫутҫанталӑкпа ҫывӑх пулни унӑн пултарулӑхне витӗм кӳнӗ. Вӑл ахаль-махаль каласа каймасть. Журналист-писательсем пур, вӗсен информацие такам туртса илесрен хӑранӑ пек часрах ҫырса хумалла. Степанов ун пек мар, вӑл пӗчӗк япаларанах тарӑн пӗлтерӗшлӗ хайлав тума пултарать. «Ӑннӑ та ӑнман куна» калав жанрӗн саккунӗсене пӑхӑнса ҫырнӑ. Вӑлтса-шахвӑртса калани тӗпре. Иртнине хальхипе арпаштарни ҫук кунта», – палӑртрӗ Николай Николаевич.
«Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ Людмила Сачкова кӗнекене, хӑй каланӑ тӑрӑх, чунтан савӑнса, пурин ҫинчен манса кайса вуласа тухнӑ. «Чӑн-чӑн арҫын писатель чӗлхи. Чӗлхен пуянлӑхӗ, ытарлӑхӗ пур. Вӑл сӑнарсен характерне уҫса парать. Автор приключениллӗ самантсем кӗртсе ярать. Ачасем пӗрре те тӗк тӑмаҫҫӗ. Сюжет пӗр такӑнмасӑр аталанса пырать. Хуплашка та мана питӗ килӗшрӗ», – терӗ Людмила Николаевна.
Раиса Воробьева сӑвӑҫ та хайлавпа хӑпартланса паллашнӑ, нумай ҫӗнни пӗлнӗ, чӗлхе сӑнарлӑхӗнчен тӗлӗннӗ. Навуходоносор лашан ятне такӑнмасӑр калама пурпӗр хӑнӑхайман иккен. Нина Царыгина ҫыравҫӑ-журналист та урхамахӑн ячӗ ытлашшипех кӑткӑссине асӑнчӗ. Предложенисем вӑрӑм пулни те шухӑша янӑ ӑна: ҫамрӑк вулакансем йӑлт ӑнкарса илейӗҫ-ши? Хӑш-пӗр сӑмах (паххучӗпех, сӑпрай т. ыт. те) пӗлтерӗшне уҫӑмлатма Нина Анатольевна автортан ыйтрӗ. «Сӑнарсене мухтас килет: йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен те йӗрсе ярса килне чупмаҫҫӗ вӗсем. Приключенилӗхӗпе калав Николай Носовӑн хайлавӗсене аса илтерчӗ пӑртак», – терӗ вӑл.
Лариса Петрова сӑвӑҫ Владимир Степанов хӑйне евӗрлӗ танлаштарусемпе тухӑҫлӑ усӑ курнине, чӗрчунсен кӑмӑлне сӑнама пӗлнине асӑрханӑ. «Калава икке пайлама пулать: телейлӗ ачалӑх тата пуласлӑх. Тӗп шухӑшӗ ҫак йӗркесенче пытаннӑ пулӗ: "Эпир пӗлекен, чун юратнӑ чӑваш ялӗ, пирӗн ачалӑхӑн ахах-мерченӗ улшӑнать, тепӗр вунӑ ҫултан эпир ӑна паллаймӑпӑр та. Ҫапах та пурнӑҫ пӗтнине пӗлтермест ку. Такамсемшӗн тахҫан хӑйӑ ҫутиллӗ, хура пӳртлӗ чӑваш ялех хаклӑ пулнӑ. Унтан чаплӑрах ял пулма пултарайманнӑн туйӑннӑ пуль мӑн-мӑн асатте-асаннене. Пирӗн ачалӑхри чӑваш ялӗ килес ӑрусемшӗн те ҫавнашкалах – музей евӗрех – курӑнӗ. Анчах пирӗншӗн вӑл – тӗнчери чи сӑваплӑ вырӑн!"» – терӗ Анатолий Хмыт прозаик.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Подробнее о книге...


Галерея

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10