Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ангелина Павловскаян черетлĕ романĕ пичетленчĕ

17 октября 2025

Ангелина Павловскаяна вулакансем лайăх пĕлеççĕ – ХХI ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литературинче тухăçлă ĕçлекен çыравçăсенчен пĕри пулса тăчĕ вăл. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн юлашки çулсенче «Саланнă кĕлте» (2010, 2014), «Сапаскар хĕрĕ» (2011), «Вĕрене шывĕ те пылак» (1-мĕш кĕнеке – 2013, 2-мĕш кĕнеке – 2014, 3-мĕш кĕнеке – 2016), «Атте сасси» (2021), «Караслă пыл» (2019) кăларăмĕсем кун çути курчĕç, «Хĕрĕх тĕслĕ хĕл» коллективлă сборникра калавĕ пичетленчĕ. Тĕпре – чăваш ялĕн шăпи, унăн ытарайми илемĕ, хăйне евĕрлĕхĕ, пуянлăхĕ, сăнарсен тумхахлă шăпи.
Акă вулакан валли тепĕр хайлав çырчĕ Ангелина Ивановна – «Çутă ĕмĕт çунатлă». Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Анна Никонорова. Хайлав Чăваш кĕнеке издательстви ирттерекен «Чăваш романĕ» II литература конкурсĕнче мала тухрĕ.
Унти ĕç-пуç Шупашкарта Армановсен çемйинче пулса иртет. Иринăпа Андрейăн пĕрремĕш ачи çуралать. Тĕнчипе паллă Эйнштейн ученăя хисеплесе ашшĕ ывăлне Альберт ят хурать. «...Ывăлăм, сана çапла ăслă çын тăвасчĕ...» – тесе ĕмĕтленет вăл. Анчах çемьене инкек килсе çапать – çывăрнă чухне Андрей Михайлович пурнăçран уйрăлать.
Юратнă аслашшĕ уншăн ашшĕ те, вĕрентекен те, канаш паракан та пулса тăрать. Кĕнеке вулама юратаканскер тем те пĕлет-çке.
Вулакан роман тăршшĕпех Альберт шăпине йĕрлесе пырĕ. Тÿлек те илемлĕ ачалăхпа яшлăх сисĕнмесĕр иртеççĕ – тĕп сăнар алла диплом илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухать. Кооператив институтĕнче вĕреннĕ чухнех Альберт чĕрине пĕр ĕмĕт кĕрсе вырнаçать те пурăна киле хăй пирки аса илтерсех тăрать – архитектор пулас килет унăн. Анчах ĕмĕт патне çитиччен нумай чăрмава парăнтрама тивет. Чĕрине юрату туйăмĕ çавăрса илет.
Чĕлхи пуян та сĕтеклĕ çыравçăн. Танлаштарусемпе, эпитетсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тăтăшах усă курать вăл. Вулакан валли ăша хывмалли каларăш нумай романра: «Пуласлăха шанни, хăвна ĕненни – чи пысăк вăй, этеме çунат параканни, вăй-хал вĕрсе кĕртекенни. Сан тусусем ăслă пулсан эс те ăслă. “Эп ку шухăшланă ĕçе пурпĕрех тăватăп”, – тетĕн пулсан – тăватăнах. Ăна пурнăçлама çирĕп план туман, тĕллев лартман пулсан ĕçĕ пуласси те ик телейлĕ».
Чăваш ялĕн шăпи те пăшăрхантарать А.И. Павловскаяна. «...Халь яла пырса кĕрсен чун ыратать: хапхасем умне хырман, çул уçман, пÿртсенче çутă çутман. Мăрьерен тĕтĕм тухмасть. Ялĕпе те шкула çÿрекен пĕр ача та çук...»
Çыравçă сюжета хивре çавăрса пырать: пĕр инкеке чăтса ирттертĕн çеç сăнарсемпе пĕрле – тепри сиксе тухать. Роман вĕçлениччен те кĕнекене алăран яраймастăн.
Тĕп сăнара тыткаларăшĕ, тен, пур чухне те тĕслĕх илмеллиех мар. Чи кирли – çумра çывăх çынсем тата юлташсем пулăшу аллине тăсса пани тата çын ырри патне туртăнма вăй-хал çитерме пултарни. Çакна каласшăн пулнă та Ангелина Ивановна Альберт савăнăçĕпе нушине ĕнентермелле ÿкерсе парса. Хапăл тусамăр, эппин, унăн черетлĕ романне!

Автор çинчен
Ангелина Павловская (Агния Ивановна Павловская) 1939 çулхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Вăрмар районĕнчи Пĕчĕк Енкасси ялĕнче çуралнă. Тăван ялти тăватă класлă пуçламăш, Аслă Чакри çичĕ çул çул вĕренмелли шкулсенче, Çĕрпÿри библиотекарьсем хатĕрлекен техникумра (1953–1956), И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетĕнче (1959–1964) вĕреннĕ.
Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Куславкка районĕнчи Карачри вăтам шкулта вырăс чĕлхи учителĕ (1964–1967), Куславккари комсомол райкомĕнче 1-мĕш секретарьте, унтан Шупашкарти Мускав районĕнчи çутĕç пайĕн инспекторĕнче ĕçленĕ, Шупашкарти 45-мĕш шкулта, 1-мĕш гимназире ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Малтанхи тĕрленчĕкĕсем «Пионер сасси» хаçатра, «Хатĕр пул» журналта пичетленнĕ, «Ярăм-ярăм явăнать тĕтре» повеçĕ 1983 çулта «Ялав» журналта кун çути курнă.
А.И. Павловская – Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн пайташĕ (2003).

Подробнее о книге...


Галерея

Ангелина Павловская-Çутă ĕмĕт çунатлă фото павловская